06 августа 2011 г.
Ÿркенмен çын яланах пур енĕпе те ăста. Çакнашкал хастарсен аллинче ĕç вĕресе çеç тăрать. Пушă вăхăта ахаль ирттерни вара вĕсемшĕн пысăк çухату. Патăрьелĕнчи Киров урамĕнчи 16-мĕш çуртра пурăнакан Нурсовсен çемйи те çак ушкăна кĕрет. Пăрчăкан пек вĕри те пултаруллă, тирпейлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ Лариса Семеновна патшалăх çуртĕнче пурăнсах, пĕчĕк çеç çĕр лаптăкĕнчех пахча çимĕçне те, улми-çырлине те, чечексем те çитĕнтерет. Мунча умĕнче çеç унăн 8-9 тĕрлĕ çеçке: кĕлчечек, гвоздика, ромашка... Пĕчĕк ачана пăхнă евĕр ачашлать вăл вĕсене. Хитре чечексен сăнне нихăçан та çум курăкпа хуплама памасть. Хурлăханпа хăмла çырли, виктори те хăйсен çемйине тăранмалăх çитет. Юлашки çулсенче çемьешĕн пахчари чуна уçакан , кăмăла çĕклекен çимĕçсенчен пĕри– иçĕм çырли. Вуннăмĕш çул çитĕнтереççĕ Нурсовсем Турă çырлине. Халĕ вăл шăпах тулса, тутлăланса пырать.
– Çупкăм-çупкăм иçĕм çырлине чăтăмсăррăн татса илсе мăшăра, ачасене çитерес килет. Пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан çырлана эпир кăмăлтан пăхатпăр. Ăна пĕр туратран çапла сарса ятăмăр. Халĕ вăл тĕрекленсе, паркаланса çитрĕ ĕнтĕ. Иçĕм çырлине пĕлтĕрхи шартлама сивĕсенчен те сыхласа хăвартăмăр, шăнма памарăмăр. Хамăр çитĕнтернĕ улма-çырла сĕтел тулли пулни– пирĕншĕн пысăк савăнăç,– кăмăллăн каласа парать Лариса Семеновна иçĕм çырлин сапакине пĕчĕк ача евĕр ачашланă май. Иçĕм çырлипе юнашарах карта çумĕпе хăмла илемлĕн явăнса хăпарать. Кăçал вăл та тухăçлă çитеннĕ. Сăмах май каласан, çурлан 5-мĕшĕнче, Нурсовсемшĕн пысăк савăнăç пулчĕ: хĕрĕ Ирина çемье çавăрчĕ. Чăваш йăли-йĕркипе вĕсем хĕрĕпе кĕрÿшне хăйсем çитĕнтерсе тунă хăмларан вĕретнĕ кăпăклă сăрапа килĕштерсе пурăнма пил панă. Çамрăксем телейлĕ пулччăрах.
Ĕçчен çын валли яланах ĕç тупăнать. Хура кĕркуннепе хĕллехи кунсенче те икĕ алла усса ирттермест вăл: тĕрлет, вĕсене тирпейлĕн çеç рамăсем ăшне вырнаçтарать. Мăшăрĕ ячĕпе тĕрленĕ ачалăха аса илтерекен шурă çурт паян та пÿлĕм илемĕ.
АĕЕГОРОВАĕ