10 августа 2011 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов ял поселенийĕн пуçлăхĕсемпе, райадминистрацин структура подразделенийĕсен тата Патăрьелĕнчи учреждени, организаци-предприяти ертÿçисемпе анлă лару ирттернĕ. Николай Иванович чăн малтанах вырма ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене çивĕчлетнĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулне, хĕллехи хутмалли тапхăра мĕнле хатĕрленсе пынипе паллаштарнă. Анлă ларури тĕп ыйтусенчен пĕри– районта ÿсĕрле пулакан преступленисен шутне чакарасси, право йĕркине пăсни çинчен калакан преступленисем ан пулччăр тесе профилактика тăвасси. Кун пирки канашлăва хутшăннисене РФ Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи “Батыревский” муниципаллă уйрăмĕн начальникĕ С.Измуков паллаштарнă. Паянхи куна районта ÿсĕрле тунă 17 преступление шута илнĕ. Вĕсенчен Патăрьел, Шăнкăртам ял поселенийĕсенче виçшер, Туçа ял поселенийĕнче иккĕ, Çĕнĕ Ахпÿртпе Аслă Чемен ял поселенийĕсенче пĕрер преступлени тунă.
Обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн 1070 çынна административлă майпа айăпланă. Çакнашкал тĕслĕхсем ытларах Патăрьел, Çĕньял, Ишлĕ, Çĕнĕ Ахпÿрт, Первомайск, Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕнче пулнă. Шел пулин те суту-илÿре çул çитмен ачасене алкоголлĕ шĕвексем сутни те тĕл пулать. Кăçал çакнашкал виçĕ тĕслĕхе тупса палăртнă.
С.Измуков ÿсĕрле руль умне ларакансем пуриншĕн те хăрушлăх кăларса тăратнине те асăнса хăварнă. Çул-йĕр инспекторĕсен ку ыйтупа тата ытларах тимлемелле.
Анлă ларура çавăн пекех райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн, строительствăн тата коммуналлă çурт-йĕр хуçалăх пайĕн начальникĕ И. Дикин, “Полигон” ООО ертÿçи Ф. Уфуков, Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А. Моисеев тухса калаçнă, умри тĕллевсене çивĕчлетнĕ.