АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ çемьере саккăрмĕш ача çуралнă!

10 августа 2011 г.

Районта çичĕ уйăхра кун çути курнă пепкесенчен ытларахăшĕ хĕр ачасем. Ят хунине тишкерес пулсан, çакна каламалла. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ чиперккесене ытларах “Анастасия” ят параççĕ. “Анна”, “Александра” тесе çыртаракансем те йышлă. Пулас пăхаттирсен ашшĕ-амăшĕ вара “Данил”, “Дмитрий”, “Максим” ятсене ытларах кăмăллани курăнать.

Çак тапхăрта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи икĕ çемьере саккăрмĕш пепке сас панă! Виççĕшĕнче –улттăмĕш, пĕринче–пиллĕкмĕш, тăххăрĕшĕнче тăваттăмĕш ача. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан кăçалхи çичĕ уйăхра тăхăр ача ытларах çуралнă. Вилекенсен шучĕ чакнă. Хĕр арăмсем вăтамран 79 çул, арçынсем вара 62 çул çеç пурăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика