АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушăнаççĕ çулĕсем

10 августа 2011 г.

Комсмольски районĕнчи Нĕркеçре çуралса ÿснĕ И. Коннов. Самана таппине кура çемьене Аслă Чемене куçса килме тÿр килнĕ. Унта кирпĕч завочĕ ĕçленĕ пулнă. А. Маназыпов ертÿçĕ Илья Григорьевича машинист пулса ĕçе илнĕ. 1956 çулта вара ăстана Ишлĕри кирпĕч заводне уçнă çĕре куçма ыйтнă. Унăн директорĕ А. Павлов Илья Григорьевича тĕп инженер пулса ĕçлеме сĕнет. Пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпех малалла талпăнакан çамрăк техникума вĕренме кĕрет. Дипломлă специалист хăйне ĕçре лайăххипе çеç кăтартать. Унăн пултарулăхĕпе ăсталăхне çемье архивĕнче упранакан Хисеп грамотисем те аван хаклаççĕ. Цехсене пĕрре те ĕçсĕр тăратман вăл. Юсав пайĕсене шырама çуран та тухса утнă, велосипедпа та кайнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ялтан завода (9 çухрăм) çÿренĕ.

Иртрĕç ĕнтĕ çав вăхăтсем. Халĕ завод сасси те çук. Ĕçчен çынсем сахал мар пăшăрханаççĕ çакăншăн. Шăхачри йывăç япаласен комбиначĕн директорĕ П. Макаров кирпĕч кăларакан цех хута ярас тесе те тăрăшрĕ. Илья Григорьевич та нумай пулăшрĕ ăна. Анчах тăмпа хăйăр çуккипе ĕç чарăнчĕ. Кĕр кĕрлесе ларакан цех таврашĕ çукки нумай çынна пăшăрхантарать. Вырăнта ĕç пулсан аван-çке. 80 çул тултарнă И. Коннов хăйĕн иртсе пыракан кун-çулĕ йĕрсĕр иртменшĕн хĕпĕртет.

В. БАШМАКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика