АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суту-илÿ йĕркине пурин те пăхăнмалла

10 августа 2011 г.

Район прокуратурипе ЧР Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн потребительсен правине хÿтĕлес енĕпе тимлекен специалисчĕ Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи кану паркĕн территоринче вырнаçнă ваккăн сутă тăвакан объектсене тĕрĕсленĕ. Кунти суту-илÿ палаткисенче шашлык, сăра тата ытти апат-çимĕç сутаççĕ. Пĕрлехи тĕрĕслев çакна кăтартса пачĕ. Суту-илÿ палаткисем турттарса илсе килнĕ шывпа çеç усă кураççĕ, канализаци çук. Какай турамĕсене пăсăласран сыхласа упрама холодильниксем те лартман. Хăш- пĕр сутуçă санитари нормин йĕркине пăхăнмасăр ятарлă тумсăр, медицина кĕнекисĕр ĕçлет тата ытти те. Çÿп-çап пуçтармалли контейнер та вырнаçтарман. Пĕр палаткăра пуçтарăннă каяшсене коробкăна хурса пыраççĕ. Сăра ярса памалли таса савăтсем урайĕнчех упранаççĕ.

Санитарипе эпидемиологи йĕркипе килĕшÿллĕн кунта пыракан суту-илÿ ĕçĕ çак таврара пурăнакан халăха чăрмав кÿмелле мар.

Тĕрĕслев итогĕпе район прокурорĕ индивидуаллă предпринимательсем суту-илÿ йĕркине пăхăнманшăн административлă ĕçсем пуçарнă.

Е.КУДРЯШОВА,

район прокурорĕн пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика