10 августа 2011 г.
спартакиадипе килĕшÿллĕн А. Г. Николаев космонавт кубокне çĕнсе илессишĕн çамрăк пушарниксен республикăри слечĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи ВДПО уйрăмĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕпе ачасене хушма пĕлÿ паракан “ЮНИТЭКС” центра явăçтарса йĕркелерĕ. Чи лайăххи ята тивĕçессишĕн районсенчен килнĕ 19 дружина ăмăртрĕ. Район чысне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекен Э. Тихонов, Д. Мышин, И. Кошкин, А. Мулюков хÿтĕлерĕç. Вĕсене ăмăртăва В. Антипов вĕрентекен хатĕрлерĕ,ертсе кайрĕ. Мероприятие Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ С. Антонов генерал-майор уçрĕ.
Пĕрлехи парад тумĕсен конкурсĕнче пирĕн команда лайăххи пулчĕ.
Слет тухăçлă ĕçлерĕ. Çамрăк пушарниксем тĕрлĕ йывăрлăх урлă каçрĕç. Пĕлÿ, хăнăху, чăтăмлăх пуррисем çĕнтерчĕç. Патăрьелсен туслă команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе медальсем парса чысларĕç.
(Хамăр корр.).