10 августа 2011 г.
Сывлăш-десант çарĕ Раççей тĕп Главнокомандующи резервĕнче тăрать. Вĕсен девизĕ: “Пирĕнсĕр никам та”. Десантра службăра пулни хисеплĕ те сумлă. Анчах унта лекес тесен нумай хатĕрленмелле. Чи малтанах çирĕп вăй-халлă, мораль енчен чăтăмлă пулмалла. Чăн-чăн десантник пулма службăра тĕрлĕ енлĕ хатĕрлеççĕ. Ку парашютпа сикни, тĕрлĕрен хĕç-пăшала алла илни, автомашина тытса пыни, Морзе азбукине вĕренсе тĕрлĕ радиостанципе талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те шанчăклă çыхăну йĕркелесси, пĕр-пĕринпе тытăçса кĕрешни.
Шăпах çапла кĕрешнĕ вăхăтра Патăрьел каччи А. Комиссаров йĕтес шăммисене хуçса 1964 çулта вăхăтлăха сипленме килсе кайнăччĕ.
Эпир, 1960 çулсенче çар хĕсметĕнче пулнисем, асаттесем, кукаçисем ĕнтĕ. Хăшĕсене асăнсах хăварасшăн: Кивĕ Ахпÿртри А. Митрофанов, Патăрьелĕнчи Н. Иголкин, Сăкăтри Н. Анюров, Кзыл Камышри А. Якупов, Шăнкăртамри Х. Ильясов, Именкассинчи Л. Семенов, Хирти Пикшикри Р. Ямаев...
Çар хĕсметĕнче пулнă вăхăтра асра юлнă самантсем нумай. Уйрăмах 1963 çулхи май уйăхĕнче СССР летчик-космонавчĕ П. Попович десантниксемпе тĕл пулу ирттерни халĕ те куç умĕнче. Вăл “Десантниксем космонавтсен кÿршисем» тесе каланă сăмахсем хăлхара янăранăн туйăнаççĕ.
В. ПЕТРОВ.
Тăрăн ялĕ.