АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиркÿ–ял илемĕ

10 августа 2011 г.

Кирек хăш япалан та хуçи пулмаллах. “Никамăн та мар” сăмах йĕркесĕрлĕх çуратать. Акă, Сителте виçĕ-тăватă çул каялла шкул алăкĕ çине яланлăхах çăра çаксан тип-тирпейлĕ ларакан çуртăн алăкĕсем те, чÿречисем те “ураланма” тытăнчĕç. Ачасене пĕлÿ парса тĕнчене ăсатнă здани куç умĕнче саланма пикенчĕ. Çавна шута илсе ял халăхĕ çак вырăна чиркÿ тăвас терĕ. Кĕлĕ çурчĕ пурччĕ-ха вăл. Анчах калăпăшĕпе пĕчĕкрех тата ватăсене çил-тăманра, кĕрлĕ-çурлă çÿреме те инçерех... Пухура каланине ĕçпе çирĕплетсе килĕрен укçа пуçтарса строительство материалĕсем туянчĕç. 40 çул каялла çĕкленĕ çуртăн тăррине ылмаштарма 4 çынтан тăракан бригадăна ĕçе илчĕç. Вунă кун хушшинче Иванпа Феликс Козловсем, Алексей Анисимов, Леонид Сахаров (ÿкерчĕкре) тăрăшнипе çĕнĕ çи витти витĕнчĕ, куполсем валли вырăнсем хатĕрленчĕ.

Ку пĕрремĕш утăм çеç-ха. Шалтан та, тултан та тумаллисем пайтах. Çапах та район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, вырăнти “Сидели” хуçалăх ертÿçи Александр Иванов кĕлĕ çуртне туса пĕтеретпĕрех тени шанчăк çуратать.

Паллах, çак ĕçре ял çыннисемсĕр пуçне Сителте çуралса ÿссе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнисен пулăшăвĕ те вырăнлă пулĕ.

А. КОЗЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика