АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кубока Аслă Чеменсем тивĕçнĕ

10 августа 2011 г.

Патăрьелĕнчи “Паттăр” стадионта çурлан çиччĕмĕшĕнче районта хăйсем пурăнакан вырăнсенче йĕркеленĕ командăсен физкультурăпа спортăн çуллахи Спартакиади иртнĕ. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенчен килнĕ 10 команда хутшăннă. Спартакиадăна спортăн стрит-бол (1996–1997 çуралнă хĕрсемпе каччăсем хушшинче), мини-футбол (1994–1995 çулсенче çуралнă каччăсем хушшинче), шывра ишессипе эстафета (1998–1999 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче), чушкăлла вылясси тата канат туртасси кĕнĕ. Мероприятие уçнă çĕре Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ М.Калмыков, ачасемпе çамрăксен “Паттăр” спорт шкулĕн директорĕ А.Краснов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.Тинюков, спорт ветеранĕ Н.Нурсов хутшăннă.

Шывра ишессипе Патăрьел командине çитекенни пулман. Нăрваш Шăхальсем – иккĕмĕш, Аслă Чеменсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Стрит–бол енĕпе Аслă Чеменсем мала тухнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Туçасемпе Нăрваш Шăхаль баскетболисткисем пайланă.

Туçасем хăйсен пултарулăхне мини-футбол вăййинче лайăх кăтартнă. Патăрьелсемпе Аслă Чеменсем те малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.

Чушкăлла выляссипе Аслă Чеменсем, Еншиксем, Туçасем лайăх результат кăтартнă.

Канат туртнă çĕрте Патăрьел команди чи вăйли пулнă. Туçасемпе Хирти Пикшиксем те призлă вырăнсенче.

Спортăн пилĕк тĕсĕпе иртнĕ ăмăртусене пĕтĕмлетнĕ хыççăн физкультурăпа спортăн çуллахи III Спартакиадин кубокне Аслă Чеменсем çĕнсе илни палăрнă. Халĕ вĕсем район чысне республикăра хÿтĕлĕç. Патăрьелсем – иккĕмĕш, Туçасем виççĕмĕш вырăна тухнă.

Ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн мала тухнисене грамотăсемпе тата медальсемпе чысланă.

О.БЕЛЬДЕКОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика