13 августа 2011 г.
Çак кунсенче Шăнкăртамри халăх пултарулăх творчествин аталану центрĕнче шкул ачисем хушшинче çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курса ăсталанă япаласен конкурсне йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ– ачасене çамрăкранах ĕçе юратма, хаклама, хисеплеме хăнăхтарасси, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшасси.
Тĕрлĕ çулхи ачасем конкурса хастар хутшăннă. Вĕсем улăм пĕрчинчен, улма-çырла вăрринчен, кĕрпесемпе тырă пĕрчисенчен ытармалла мар сăнарсем калăпланă, ÿкерчĕксем тунă. Конкурса хутшăннисенчен Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулти Э.Халитова ĕçне уйрăмах пысăка хурса хакланă.