13 августа 2011 г.
Кăçалхи 7 уйăхра районта 11398 тăваткал метр (2010 çултинчен 108 процент ытларах) çурт-йĕр хута кайнă, уйрăм çынсем 48 пÿрт тунă. Çулталăк тăршшĕпе 29100 тăваткал метр çурт-йĕр эксплуатацилеме планланă. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнче нумай хваттерлĕ виçĕ çурт тăваççĕ. Утă уйăхĕнче “Энергострой” пĕрлешÿ тăрăшнипе 14 хваттерлĕ çурта хута янă, пĕрремĕш хутĕнче суту-илÿ пÿлĕмĕсем пулаççĕ. 24 хваттерлĕ çурта “Строй-Инвест” пĕрлешÿ тăвать, вăл пурăнакансене раштав уйăхĕнче йышăнĕ. Çĕртме уйăхĕнче нумай хваттерлĕ икĕ çурт тума тытăннă, вĕсене 2012 çулта хута ямалла. Çул çитмен 5 е тата нумайтарах ачаллă çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе индивидуаллă 3 çурт, Ишлĕ, Нăрваш Шăхаль тата Туçа ял поселенийĕсенче, хăпартма пуçланă. Тăлăх, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене валли Патăрьел ялĕн территоринче кăçал 8 хваттер тума палăртнă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăна пурнăçа кĕртме пуçланăранпа 200 ветеран кĕтеслĕ пулнă.
Шкул çулне çитмен ачасене валли ача сачĕсенче вырăн çитменнине шута илсе, Патăрьел тата Шăнкăртам ялĕсенче ку ыйту уйрăмах çивĕч, кăçалхи çĕртмен 1-мĕшĕнче Патăрьелĕнче 240 вырăнлă садик тума тытăннă. Шăнкăртам валли 8 ушкăн вырнаçмалăх шкул çулне çитменнисен учрежденин ĕç проектне хатĕрленĕ.
О. БЕЛЬДЕКОВА.