13 августа 2011 г.
Строитель кунне çулленех ачи-пăчипе, мăнукĕсемпе пысăк уяв вырăнне хурса пĕрле пуçтарăнса кĕтсе илеççĕ Патăрьелĕнчи Махмутовсем. Сăлтавĕ те пур. Александр Ильича 1980 çулта “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ” хисеплĕ ятпа чысланă. Ахальтен мар, паллах. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн. Ун патне кирек хăш ыйтупа пырсан та вăл сана яланах чунтанах пулăшма хатĕр. 85 çулхи ветеранăн утти çамрăк салтакăнни евĕр, ун çине пăхса тĕлĕнетĕн. Ăçтан çавăн чухлĕ вăй-хал тата çамрăклăх тухать-ши ; Патăрьелĕнче, хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ А.Махмутов. Çамрăклах йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Пурăнакан çуртне ним хăварми пăсса илсе кайнă. Лашасăр, ĕнесĕр, ытти выльăхсемсĕр тăратса хăварнă. Ашшĕне тĕрмене хупнă. Сăлтавне халĕ те пĕлмеççĕ. Юрать кÿршĕре ырă çынсем пулнă, хĕл каçма хваттере кĕртнĕ. Ватă аслашшĕ çине пĕтĕм нуша тиеннĕ. Пурнăç малалла шунă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи сиксе тухнă. Пĕтĕм йывăр ĕçе хĕрарăмсемпе çамрăк ачасен ĕçлемелле пулнă. Лашасемпе, вăкăрсемпе сухаланă, акнă, çурлапа вырнă. Хĕллехи вăхăтра пурте вăрмана ĕçлеме кайнă. Алăпа йывăç каснă, турттарнă. Патшалăха тырă леçме Канаша, Йĕпреçе çÿренĕ. Канашран, Куславккаран тракторсене ĕçлеттерме бензин, краççын турттарнă.
– 1944 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче, 30 градуса яхăн сивĕре, бригадир Шупашкара лашапа тăвар тиеме кайма хушрĕ. Колхозран виççĕн (асли–вăрçăран аманса килнĕ А. Спинов, вăл халĕ те пурăнать-ха) 7 кунтан çаврăнса килтĕмĕр. Мĕнле йывăр пулсан та чăтмалла пулнă. Вăрçă вăхăчĕ-çке,– аса илет А.Махмутов.
1950 çулхи пуш уйăхĕнче çар ретне тăнă Александр Ильич. Унтан таврăнсан Канашри училищĕре механизатора вĕренсе Патăрьелĕнчи МТСа ĕçе вырнаçнă. Малтан “Сталинец” комбайн шанса панă ăна. Каярахпа “Красное Знамя” колхозра ĕçленĕ механизатор. 1960 çулта МТСра выльăх-чĕрлĕх фермисене механизацилес енĕпе бригада йĕркеленĕ. Александр Ильича çав ĕçе ертсе пыма шаннă.
1960-1970 çулсенче колхозсенче çĕнĕ фермăсем тума пуçăннă, пысăк комплекссем хута яма палăртнă. 1966 çулта строительствăпа монтаж участокĕ йĕркеленĕ. А.Махмутова мастер пулма çирĕплетнĕ.
1972 çулта тăватă района пĕрлештерсе ПМК йĕркеленĕ. Александр Ильича Патăрьел участокĕн прорабне лартнă. Электрогазосварщиксем, сантехниксем кормоцехсемпе котельнăйсене оборудованисем вырнаçтарнă. Мĕн чухлĕ ясли-сад, шкул тунă. Вĕсенче Г. Митин бригадир, В.Ермаков мастер, Н.Поляков, М.Амерханов сварщиксем, И.Шекеев, А.Хлебников водительсем хăйсен ĕçĕсене тивĕçлипе туса пынă.
Пултаруллă, пуçаруллă пулнăшăн А.Махмутова “Ĕçри хастарлăхшăн”, “Ĕçре палăрнăшăн” медальсемпе, “Хисеп палли” орденпа наградăланă. Хисеп грамотисем те сахал мар.
Александр Ильич юратнă мăшăрĕпе, Зинаида Викторовнăпа, 56 çул пĕрле пурăнаççĕ. Икĕ хутчен çурт çавăрма тÿр килнĕ вĕсен. 5 ачине вĕрентсе аслă пĕлÿ панă. 8 мăнук Махмутовсен. Пурте аслă пĕлÿллĕ. 2 кĕçĕн мăнукĕ чупать. Вĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.
А.ЛЕОНТЬЕВ.