АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Гельзире аппан ĕçне малалла тăсаççĕ Амăшĕ

13 августа 2011 г.

Патăрьелĕнче пурăнакан Гельзире Мингалиевна Абдулвалеева çывăх кунсенче 75 çул тултарать. Саккăрмĕш теçеткене капашакан хĕрарăма шăпа сăпкара çеç сиктермен. Чĕрĕк ĕмĕр пĕр улшăнмасăр стройкăра ĕçленĕскерĕн паян аллисем те хытнă, тăртаннă урисем те итлесшĕнех мар. Çапах та ветеран нихăçан та пуçа усмасть. Ачисемшĕн вăл чун юратнă анне, мăнукĕсемшĕн ытарайми асанне, кукамай. Хăна-вĕрлере вара Гельзире аппа– кĕреке илемĕ.

– Çичĕ класс вĕренсе тухнă хыççăнах ура çине “ĕне” пусрĕ. Шăнкăртамри колхоз урлă тăватă çул Мускав облаçне торф кăларма çÿрерĕм. Черченкĕ, пĕчĕк хĕрачаччĕ эпĕ. Ун чухнех манăн пысăк стройкăсенче ĕçлес кăмăл пурччĕ. Тÿрех пулмасан та каярахпа ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ. Эпĕ суйласа илнĕ çул-йĕре Гельфия хĕрĕмпе Флизя мăнукăм та ырларĕç курăнать. Вĕсем паян çемьере ĕç династине малалла тăсаççĕ,–кăмăллăн калаçăва пуçларĕ Гельзире аппа.

Нурияздан Идеятулловичпа çемье çавăрнă хыççăн умлă-хыçлă пилĕк ача çуралнă Абдулвалеевсен: Гельсине, Наиль, Рамиль, Шамиль, Гельфия. Анчах шел, çемье пуçлăхĕн шăпи синкерлĕ пулса тухнă. 32 çултах çамрăк амăшĕ ачисемпе пĕччен тăрса юлнă. Кĕçĕнни те виçĕ çулта çеç пулнă. Шăпах çак йывăр вăхăтра Гельзире Мингалиевна пысăкрах укçа ĕçлесе илес тĕллевпе строительство ĕçне явăçать. СМУра штукатур-маляр професси вăрттăнлăхне кăштах хăнăхнă хыççăн РСУра район центрĕнчи патшалăх çурчĕсене тунă çĕре хутшăнать. Çамрăк специалист малтанхи кунсенчех хăйĕн пек специальноçлă çынсемпе–Н.Харлампьевăпа тата Т.Кашкаровапа–паллашать. Чăваш, мăкшă, тутар хĕрарăмĕсем чĕрĕк ĕмĕр стройкăра килĕштерсе ĕçленĕ. Хăйсен ĕçĕпе пĕринчен тепри маттур пулнă. Гельзире аппана вара коллективра тата ытларах та хисепленĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн сăнĕ умлă-хыçлă çичĕ çул РСУн Хисеп хăми çинче чыслăн çакăнса тăнă.

Патăрьелĕнчи Комаров урамĕнчи 18-мĕш çуртра Шамиль ывăлĕн çемйипе пурăнакан икĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕ– унăн ырми-канми, чун-чĕререн парăнса пурнăçланă стройкăри ĕçĕшĕн панă чи пысăк парне. Çемье архивĕнче паян унăн ачисене, мăнукĕсене кăтартмалли наградăсем татах та упранаççĕ. “Ĕçре палăрнăшăн” медаль, нумай-нумай Хисеп грамоти вăл хăйĕн специальноçне чунтан юратнине çирĕплетсе параççĕ. Çавăнпа та ачисемпе çеç мар, 12 мăнукĕпе, мăнукĕн 9 ачипе унăн калаçăвĕ нихăçан та татăлмасть. Хĕрĕ

Улми йывăççинчен аякка ÿксенех калаçу урăх еннелле сулăнăччĕ. Гельфия Нурияздановна хăй астăвассах амăшĕпе стройкăна çÿренĕ. Çавăн чухнех вăл курăс мунчалинчен тунă кистьпе стенасене сăрлама хăнăхнă. Аслă классенче те, шкул хыççăн та амăшне чылай пулăшнă. Хĕр упраçăн ун чухнех çак ĕç патне алли пынă. Анчах шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тем сăлтавпа вăл тÿрех амăшĕн çулĕ çине тăман, полиграфист пулас ĕмĕтпе Мускава вĕренме кайнă. Сайра тĕл пулакан специальноçпа ĕç тупайман. Çак тапхăрта та стройкăран уйрăлман. 1985 çулта вара çирĕппĕнех амăшĕн ĕçне малалла тăсма пикеннĕ. Паян вăл ун пекех ăста штукатур-маляр. Алимовсем çемйипех “Стройкомфорт” тулли мар яваплă обществăра (ертÿçи В.Алимов) тăрăшаççĕ. Вĕсем район центрĕнче çеç мар, кÿршĕ районсенче те, ытти ялсенче те ĕçлеççĕ. Гельфия паян хушма специальноçшăн кăмăлтан савăнать. Çемьери кĕçĕн хĕрĕ, Флизя, ку енĕпе аслă пĕлÿ илсе ĕçлеме пикенни вĕсемшĕн пысăк телей тесе шутлаççĕ Алимовсем.

Мăнукĕ

Шкулта вĕреннĕ чухне ача кам кăна пулма ĕмĕтленмест-ши; Тухтăрĕ те ăмсантарать, учитель те пулас килет, сутуçă та илĕртет... Флизяна ун чухнех вылянчăк шухăш пăтраштарман. “Строитель, анчах аслă пĕлÿллĕ” çакăн пек тĕллев лартнă вăл малтанах хăйĕн умне. Пĕлтĕр вăл ЧПУн строительство факультетĕнчен “инженер-строитель” специальноçне ĕнентерекен диплом илнĕ. Паян чиперкке “Стройкомфортра” производствăпа техника уйрăмĕн инженерĕ шутланать. Çамрăк специалист çăмăл мар професси вăрттăнлăхне хăнăхса çеç пырать-ха. Çапах та кукамăшĕпе амăшĕн пархатарлă ĕçне малалла тăсса хăй хыççăн вĕсем пекех ырă йĕр хăварасшăн.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика