17 августа 2011 г.
Шăматкун Патăрьелĕнче “Паттăр” стадионта хăйсем пурăнакан вырăнсенче йĕркеленĕ командăсен физкультурăпа спортăн республикăри çуллахи III спартакиади иртрĕ. Унта 18 команда хутшăнчĕ. Вĕсем шывра ишессипе, стрит-болла, мини-футболла, чушкăлла выляссипе ăмăртрĕç, канат туртрĕç. Çавăн пекех районти шашка-шахмат вăййисене юратакансем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç, спорт ветеранĕсем çăмăл атлетикăра вăйĕсене тĕрĕслерĕç. Кайран ветерансемпе çамрăксем футболла вылярĕç.
Спартакиада еплерех иртнĕ пирки çитес номерте тĕпленрех паллаштарăпăр.
О.ПАВЛОВА