17 августа 2011 г.
Вырсарникун, çурлан 14-мĕшĕнче, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава Сăкăтри Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿре пулнă, литурги ирттернĕ. Ăна райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем Н.Тинюковпа П.Никифоров, Алманчă, Сăкăт, Патăрьел тата ытти ялсенчи чиркÿ настоятелĕсем кĕтсе илнĕ. Митрополит Варнава каярахпа Патăрьелĕнчи Державнăй Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ храма тăвас ĕç мĕнле пынипе паллашнă.
Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл пиллĕхĕпе Сител ял чиркĕвĕнчи Петр Федоров иерея протоиерей ятне илнĕ ятпа, Сăкăтри Сергий Скворцов иерея набедренник тăхăнма ирĕк панă ятпа саламланă.
А. НИКОЛАЕВА.