17 августа 2011 г.
Рамадан пырать Мăсăльман тĕнне тытса пыракансемшĕн çурла уйăхĕ тăршшĕпех типĕ тапхăрĕпе çыхăннă. Çак вăхăтра вĕсем тĕн йăли-йĕркине пăхăнса хĕвел тухиччен тата ансан çеç апат çиеççĕ. Ураза-байрам çурлан 30-мĕшĕнче пулать.
Çурлан 14-мĕшĕнчен христиансемшĕн те Сăпас типпи пуçланчĕ. Вăл икĕ эрнене тăсăлать, çурлан 28-мĕшĕччен пырать.
Типĕсем тапхăрĕнче çемье çавăракансем те чакĕç. Районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ун вырăнне авăн уйăхĕнче туй-çуйра савăнакансем йышлă пулĕç.