АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр кунта–икĕ пушар

17 августа 2011 г.

Çурлан 15-мĕшĕ тĕлне районта 24 пушар пулнă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, куçăхтарас марччĕ, вут-кăварпа çыхăннă инкексен шучĕ сахалтарах. Иртнĕ шăматкун вара пушарниксен пĕр кунтах икĕ хутчен вут-çулăма парăнтарма тивнĕ. Пĕрремĕшĕ Патăрьелĕнче, иккĕмĕшĕ Треньелĕнче пулнă. Ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн район центрĕнче пурăнакан Алексеевсен хуçалăхĕнче сасартăк пушар тухнă, хуралтисене вут хыпнă. Ăна вăхăтра парăнтарнă, малалла алхасма паман. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инкекĕн сăлтавĕ– электропăралуксем юрăхсăра тухни.

Çак кунхинех çур çĕр иртсен Треньелĕнчи Линкинсен хуçалăхĕнче вут-çулăм алхасма пуçланă. Кÿршĕ-аршăпа ял халăхĕ кар тăнипе “хĕрлĕ автана” аталанма паман, сÿнтернĕ. Инкекĕн сăлтавĕ каллех электропăралуксем кивелсе çитни.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика