АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 850 çемье хваттерлĕ пулĕ

17 августа 2011 г.

Раççей Правительстви федерацин 2011-2015 çулсенчи тĕллевлĕ “Пурăнмалли çурт-йĕр” программин “Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çумпрограммипе килĕшÿллĕн çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма (тума) социаллă тÿлевсем памашкăн федераци бюджетĕнчен субъектсен бюджечĕсене субсиди валеçсе парассине çирĕплетнĕ. Республикăн Финанс министерстви пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Ене 114,1 млн тенкĕ субсиди пама палăртнă. Ку виçе 2010 çулхинчен 7,4 хут пысăкрах.

Республика бюджетĕнчен асăннă программа валли 2011 çулта 210 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Федераци бюджечĕн пулăшăвне шута илсен пĕтĕмĕшле укçа виçи 324 млн тенкĕ ытларах пулать. Çакă, министерствăра шутласа пăхнă тăрăх, республикăри 850 ытла çамрăк çемьене пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă условисене лайăхлатма пулăшмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика