17 августа 2011 г.
Спирт тытăмлă пуçа çавăракан шĕвеке ытлашши ĕçни никама та ырă тумасть. Нумай пулмасть пĕр арçын ÿсĕрле хăйĕн мăшăрне хĕнеме пуçланă. Хĕрарăм çакна чăтаймасăр полицие шăнкăравланă. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем вĕсен килне çитсен пуçтаха чарăнма, лăпланма ыйтнă. Анчах та ÿсĕр арçын сăмахпа хăратнă, аллинчи пуртăпа сулкалашнă... Çакăн хыççăн полици сотрудникĕсен ирĕксĕрех ăна “Полици çинчен” саккунпа усă курса районти шалти ĕçсен пайне илсе çитерме тивнĕ.
51 çулхи арçын пирки уголовлă ĕç пуçарнă.
В.ЗАЙЦЕВ,
РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă следстви пайĕн аслă следователĕ.