20 августа 2011 г.
Кăçалхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм çĕр-шыв Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 50 çул çитнине паллă турĕ. Çăлтăрсен анлăшне парăнтарнисене чысланă çулталăкра республикăри ветерансен канашĕ Чăваш çĕрĕ çинче çуралнă наци паттăрĕ, тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ виççĕмĕш космонавта чысласа тĕп хуламăрта палăк уçма палăртнă. Ыр кăмăллăх меслечĕпе çĕкленекен палăка туса пĕтерме 10,5 миллион тенкĕ укçа кирлĕ. Çавăнпа та республикăри ветерансен канашĕн президиумĕ пенсионерсене, организаци-учреждени, политика партийĕсен ертÿçисене çак сăваплă ĕçе пысăк хастарлăхпа хутшăнма чĕнсе каланă.
Пуçарăва хапăл йышăнакансем пирĕн районта та пур. Асăннă акцин пĕлтерĕшне тĕпе хурса “Авангард” хаçат редакцийĕ те ятарлă счет çине укçа куçарса панă. Район хаçачĕн хастарĕ, Упамсара пурăнакан Георгий Прокопьевич Васильев педагогика ĕçĕн ветеранĕ пин тенкĕ куçарнă. Уйрăм çынсен, коллективсен ыр кăмăллăхĕ республикăра пысăк ĕç тума пулăшĕ.