АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенза чăвашĕсене–кĕнекесем

20 августа 2011 г.

Чăваш общество-культура центрĕн председателĕ Юхма Мишши ертсе пыракан делегаци çак кунсенче Пенза облаçĕнчи йăхташăмăрсем патĕнче пулнă. Неверкин районĕнчи вунă ялта чăвашсем йышлă пурăнаççĕ. ЧОКЦ делегацийĕ аякри чăвашсем патне 40 пин тенкĕлĕх кĕнекесем илсе пынă. Асăннă парнен спонсорĕсем– Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ, “Смак” фирмăн генеральнăй директорĕ В. Кузин, “Тус” строительство компанин ертÿçи Н. Угаслов.

Чăваш делегацине Пенза чăвашĕсем, Неверкин район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Скворцов ăшшăн кĕтсе илнĕ. Администрацин пысăк залĕнче вулавçăсемпе тата культура ĕçченĕсемпе тĕл пулнă.

Юхма Мишши пухăннисене Пенза тăрăхĕнче йĕркеленнĕ ялсен историйĕпе паллаштарнă. Ку тăрăхри авалхи поэтсем–Султтанпике, Туймарса, Илабай–çинчен каласа панă. Совет тапхăрĕнчи поэтсен–Курак Иванĕпе Пайдуш Мишшин– пултарулăхĕ çинчен те каланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика