АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун-çул таппинчен юлмасăр

20 августа 2011 г.

Ыхра Çырми ял поселенийĕнче икĕ халăх çыннисем ĕмĕрхи туслăха тытса пырса пурăнаççĕ. Çавăнпа та чăвашсем тутарла, тутарсем чăвашла калаçма пултарнишĕн тĕлĕнме кирлĕ мар. Ачасем шкул саккинченех çак икĕ чĕлхене хăнăхса ÿсеççĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Айбетов (ÿкерчĕкре) та хăйĕн патне тĕрлĕрен ыйтупа килекен чăвашпа чăвашла, тутарпа тăван чĕлхепе калаçать. Альфрит Зинетзянович районта власть органĕнче ĕçлекен çĕнĕрен суйланнă поселени пуçлăхĕсенчен пĕри. Иртнĕ çулхи çу уйăхĕнчен “кÿлĕннĕ” вăл çак лава. Маларах 17 çул хуçалăхра тĕп бухгалтер, райпора экономист пулса ĕç опытне пуянлатнă. Ку таранччен шут ĕçченĕ пулнă çынна паян халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеме кансĕр мар-ши;

– Ун пек йывăрлăха туймастăп. Чăн малтанах ял поселенийĕпе вырăнти агрофирма килĕштерсе ĕçлени халăхшăн пысăк çăмăллăх тесе калас килет. Пĕрлехи вăйпа вара нумай ĕç тума пулать,– пуçларĕ хăйĕн калаçăвне ял поселенийĕн пуçлăхĕ.

Кăçал çеç хамăн ĕçри тивĕçĕмпе районти чылай ял поселенийĕнче пулса вĕсен пурнăçĕпе паллашма тÿр килчĕ. Пурин те пĕр тĕллев, пĕрешкел ыйту темелле. Анчах ăна кашнийĕ ăрасна татса парать. Ку тĕлĕшпе пĕрисен пуçарулăх, пултарулăх тапса тăрать, теприсен вăл хăй юххипе çеç юхать. Ыхра Çырми ял поселенийĕнче вара ял халăхне пырса тивекен ыйтусене малти вырăна хурса татса пани кăмăллă. Чăн малтанах вырăнти халăх ыйтнипе тата алă тăсса пулăшнипе Ыхра Çырминче тата Ишекре кашни кассах такăр çулпа çыхăнтарнă. Çывăх вăхăтра Ишекре юлнă пĕр урама вак чул сарса тирпейлесшĕн. Ку вăл чăн малтанах пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăннипе те çыхăннă. Хăш-пĕр урамсене кĕрлĕ-çурлă çанталăкра техникăпа мар, çуран та кĕме пулман- çке. Паян вара ку тĕлĕшпе нихăш касса та “шлагбаум” лартман. Пушар хăрушлăхĕ пирки калаçăва пуçарнă май çакна та палăртса хăвармалла. Нумай пулмасть вĕсем пушар машини туяннă.

Чылай чухне пурнăçри пăтăрмахсем, йывăрлăхсем хăйсемех вĕсене парăнтармалли çĕнĕ çул-йĕре шыраса тупма хистеççĕ. Пĕлтĕрхи шăрăх та типĕ çанталăкра Ыхра Çырмипе Чăваш Ишексем те ыттисем пекех шыв ыйтăвĕпе нушаланнă. Пусăсенче шыв тарнă, кÿлĕсем типсе ларнă. Кун пек чухне васкавлă йышăну кирлех.

– Халăх шывсăр ан аптăратăр тесе тата пушар хăрушлăхĕнчен сыхланас тĕллевпе иртнĕ çул вун икĕ кÿлле тасатрăмăр. Паян вĕсем пурте шывлă,–терĕ кун пирки ял поселенийĕн пуçлăхĕ.

Вырăнта кашни каçах тăнăçлăх, лăпкăлăх хуçалантăр, преступлени тăвакансем, вăрă-хурахсем ан пулччăр тесе ял поселенийĕн депутачĕсенчен, специалистсенчен, культура ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ пĕрлехи ушкăн рейда тухать. Ку йĕрке çирĕп йăлана кĕнĕ. Вĕсем каçхине 21 сехетрен пуçласа ирхинечченех урамсенче, çын йышлă пулакан вырăнсенче çÿреççĕ.

Районта вырнаçнă кашни ял поселенийĕ хăй пĕр пĕчĕк тĕнче. Ыхра Çырми те çавах. Вĕсем ĕçре маттур, юрă-ташăра, ытти çĕрте кăтартуллă. Ĕçлесе ывăннă хыççăн ял халăхĕ урамсемпе йĕркеленĕ концерта, Ишекри культура çурчĕ çумĕнчи “Шурăмпуç” ансамбль пултарулăхне пăхма питĕ хавас. Вĕсенчен пуçтарăннă укçа-тенкĕне тăлăх, сусăр, йывăр шăпаллă ачасене пулăшас шутпа “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафон фондне куçарса панă.

Çак тăрăхра пурăнакансем хăйсен паллă çыннисемпе те мăнаçланма пултараççĕ. Чăваш Ишекре çуралса ÿснĕ Л.Кураков ял, поселени халăхĕшĕн çеç мар, район çыннисемшĕн те чылай пархатарлă ĕç турĕ. Çавăн пекех Совет Союзĕн Геройĕ Б.Рахимов (ун ячĕпе Ыхра Çырминче мухтав аллейи те уçнă), юридика наукисен докторĕ Р.Алиуллов профессор, М.Даутов, Р.Шакуров тата ытти те. Çитĕнекен ăрăва тĕслĕх илмелли çынсем татах та пур.

Ял поселенийĕн пурнăçĕпе çыхăннă калаçăва халăхсен туслăхĕпех вĕçлерĕмĕр. Унччен маларах вĕсем çуркуннехи ака-суха хыççăн акатуй-сабантуй икĕ ялта та уйрăм ирттернĕ. Халĕ вара чăвашсемпе тутарсем çак уявра пĕрле савăнаççĕ. “Пирĕн кÿршĕсемпе нимĕн пайламалли те çук: пĕрле ĕçлетпĕр, пĕрле савăнатпăр”,– терĕ кун пирки ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Айбетов.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика