24 августа 2011 г.
Турханти çыхăну уйрăмĕнчи В.Давыдова почтальонка пирки нумай ыррине калама пулать. Вăл çамрăк чухнех хăй суйласа илнĕ çĕвĕç профессийĕпе палăрнă: 1986 çулта Ĕç Мухтавĕн III степеньлĕ орденне илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне пурнăçри хастарăн ытти наградисем те пайтах. Пирĕн район кинĕ пулнă хыççăн Валентина Николаевнăн ку енĕпе çулĕ уçăлсах кайман, çавăнпа та хĕрарăм 1991 çулта почтăна вырнаçнă. Çĕнĕ почтальонка ĕç вăрттăнлăхне хăвăрт хăнăхнă, хаçат çырăнакансемпе те пĕр чĕлхе тупнă. Вăл хăйĕн умне лартнă тĕллеве кашни çырăнтару тапхăрĕнчех чыслăн пурнăçласа пырать, район халăхĕ юратса вулакан “Авангард” хаçат планне яланах ирттерсе пурнăçлать.
Çак кунсенче В.Давыдова тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Апла пулин те “халăх тарçин” хастарлăхĕ, ĕçри пултарулăхĕ иксĕлми.