24 августа 2011 г.
Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин тĕп уявне хутшăннă. Хулан Хĕрлĕ лапамĕнче республикăри пултарулăх коллективĕсем тĕрлĕ юрă-ташăпа ытти композицисемпе савăнтарнă. Уявăн тĕп теми – “Шупашкар ĕмĕтленнисем пĕтĕмпех пурнăçланакан хула!”. “Паян Шупашкар хулин тĕп уявне паллă тăватпăр. Хула пурăнма чи лайăх вырăн. Çакăн пек илемлĕ те таса хула тума кашниех вăй хурса ĕçленĕшĕн пурне те чĕререн тав тăватăп”,–палăртнă Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев. Республика ертÿçи хула çыннисемшĕн тепĕр пысăк парне пуласси çинчен, çуртсем йĕри-тавра тирпей-илем кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăрасси çинчен пĕлтернĕ. 2011 çулта Шупашкар хулине “Раççейри хуласенче çĕнĕ çулсем” программăпа килĕшÿллĕн пурĕ 400 миллион тенкĕ уйăрнă. Михаил Игнатьев Чăваш Енре экономика аван аталаннине тата çавăн пекех Шупашкара хăвăртрах аталанма май паракан пысăк калăпăшлă инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕнине уйрăммăн палăртса хăварнă. “Чăваш Ен тĕп хулин çуралнă кунĕ–республикăшăн паллă пулăм, тĕлĕнмелле илемлĕ те асра юлакан уяв; вăл пирĕн тăрăхра пурăнакан пур халăх çыннине пĕрлештерет. Республика тĕп хулине чечекленме, аталанма, унăн çыннисене вара – мал ĕмĕтлĕх, çирĕп сывлăх тата ытлă-çитлĕ пурнăç сунатăп”,–тенĕ уява пухăннă çынсене чĕререн саламланă май республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.