АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă уншăн – чун уççи

24 августа 2011 г.

Уçланкăри вăйă карти чуна пырса тивмелле çепĕç юрă шăрантарнă хыççăн сцена çине хăпарчĕ. Чăваш тумне тăхăннă пикесемпе каччăсем ухăнса утни чуна çĕклет. Çамрăкки те, ватăраххи те, çулланни те пур “артистсем” хушшинче. Пичĕ çинчи йăлтăр кулă вара хĕвел çутинче ыттисен кăмăлне те çĕклеме май паратех. Çакăн пек чухне яланах палланă сăнсене шыратăн. Пурах вĕсем. Патăрьелĕнчи юрăпа ташă халăх ансамбльне çÿрекен А. Никитина районта иртекен кашни Акатуй-Сабантуях хутшăнать. Ку хутĕнче те вăйă картинче пулчех вăл. Патăрьелĕнче тĕпленнĕ Никитинсем. Петр Николаевичпа Антонина Васильевнăна шăпа Первомайскинче тĕл пултарнă. Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхаль хĕрĕ ялта 8 класс пĕтернĕ хыççăн вăтам шкула кÿршĕ яла çÿренĕ. Алла аттестат илнĕскер Шупашкарта бухгалтера вĕреннĕ. Унтан каллех Первомайскине таврăннă, автотранспорт предприятине ĕçе вырнаçнă. Вăл вăхăтра кĕр-кĕрлесе тăнă организаци. Ирпе 70-80 ытла машина-трактор рейса тухнă. Хуçалăх ĕçне çеç мар, уйрăм çынсен ыйтăвĕсене те тивĕçтермелле пулнă. Камăн вăрмана, камăн утта, камăн Канаша çĕр кăмрăкне каймалла тата ытти те.

Обществăлла пурнăçа та хастар хутшăннă Тоня. Спортпа туслă пулнă. Йĕлтĕрпе чупасси, тăршшĕне сикесси, пăшалтан тĕл пересси, волейболла, шашка-шахматла вылясси уншăн пĕри те ют пулман. Çавна пулах Патăрьелĕнчи сельхозтехникăн культура çуртне ĕçлеме куçма та лайăх пулнă.

Паянхи ĕç вырăнĕ вара А. Никитинăн ведомствăра тăман хурал пайĕ. Унти сукмака такăрлатма тытăнни 18 çул. Тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пыма тăрăшать пульт умĕнчи ĕçчен. Унăн вăр-варлăхне пулах 5-6 çул каялла район центрĕнчи универмагăн пĕр пайĕнче пушар тухнине çийĕнчех сÿнтерме пултарнă. Курттăм тавар сутакан лавккана, “Лидер” суту-илÿ залне вăрăсем кĕнине тытса чарнă.

Коллективпа пĕр сăмахра Антонина Васильевна. Пай начальникĕ В. Анюров, В. Муллин ертÿçĕ хушăвĕсене тивĕçлипе пурнăçласа пыма тăрăшать.

Икĕ ача пăхса çитĕнтереççĕ Никитинсем. Ирина хĕрĕ çемьеллĕ, Мускава качча тухнă, шалти ĕçсен министерствин тĕп управленийĕнче ĕçлет. Ашшĕпе амăшне мăнуклă турĕ. Валентин ывăлĕ вара килте.

Хури-шурри пулатех пурнăçра. Хуйхи-суйхине ĕçпе, савăнăç-телейне коллективпа пайлама тăрăшаççĕ Никитинсем.

Ĕçрен маттур хĕрарăм Антонина Васильевна. Юр кайсанах ир çитĕнекен культурăсене акать-лартать вăл. Çĕнĕ çĕр улми çиме тытăнни те тахçанах. Помидорĕ, хăярĕ, кишĕрĕ, пăрăçĕ, суханĕ, баклажанĕ çемьене хĕл каçмалăх çителĕклĕ çитĕнет. Илем кÿрекен чечекĕ пахчинче те, çуртĕнче те сахал мар.

Мăшăрĕ музыкант пулни те ватăлтармасть Антонина Васильевнăна. Репетицисене пĕрле çÿреççĕ вĕсем. Районти юрăпа ташă халăх ансамблĕпе Пушкăрт Республикинче, Чулхула, Смоленск, Мускав облаçĕсенче, Чĕмпĕрте, Тольяттинче пĕр хутчен çеç мар пулнă.

Кăмăлĕсем уçă Никитинсен. Çавна май пурнăçĕ те ăнать. Юбилей ячĕпе Антонинăна чылайăн саламларĕç. Шăпчăк юррипе чечек ĕмĕрĕ сунчĕç. Сирĕншĕнех пултăр самана.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика