24 августа 2011 г.
Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан Елизавета Андреевна Каштанова ывăлĕсем пирки кашнийĕн çинченех нумай ырă сăмах калама пулать. Çемьере тивĕçлĕ воспитани, аслă шкулта пысăк пĕлÿ илнĕскерсем, пурте пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Паян Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Николай Владимирович вара вĕсенчен пуринчен те тепĕр ырă енĕпе уйрăлса тăрать. Спорт каçалăкĕнче хăйĕн юратнă ĕçне тупнăскер, аллă çула çывхарнине пăхмасăрах каратэ енĕпе çитĕнÿ тăвать. Юлашки пысăк “çăлтăр” патне çывхарма вара вăл вăтăр çул тар тăкнă!
Нумай пулмасть Екатеринбург çывăхĕнче каратэн кекусинкай енĕпе мастер шкулĕсен çуллахи ăмăртăвĕ пулнă. Çак тупăшура Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан пирĕн ентеш, спорт мастерĕ, пысăк тренер, çак хулари 17-мĕш шкулти физкультура учителĕ Николай Каштанов “сэнсэй” ята ăнăçлă хÿтĕленĕ. Вăл вара пысăк йывăрлăхпа çыхăннă. Условипе килĕшÿллĕн вĕсен каратэ база техникин тĕрлĕ енĕсене пĕр чарăнмасăр пилĕк сехет пурнăçламалла! Н. Каштанов ăна чыслăн чăтса ирттернĕ. Çакăн валли вăл хăйне нумай хатĕрленĕ. Чылай çамрăка та çакна хăнăхтарнă. Çавăнпа та Николай Владимировича Чăваш Енри каратистсен кекусинкай федерацийĕн пуçлăхĕ теме те пулать. Паян унăн вĕренекенĕсем те тĕрлĕ шайри ăмăрту призерĕсем, тăваттăшĕ спорт мастерне çитнĕ, иккĕшĕн вара каратэ енĕпе II степеньлĕ дан. Каратистăн ывăлĕ те ашшĕ пекех спортра пысăк çитĕнÿ тума ĕмĕтленет.
А.Егорова.