27 августа 2011 г.
Çĕмĕрле хулинчи “Труд” стадионта ĕç коллективĕсен Спартакиади иртнĕ. Унта 18 коллектив хутшăннă. Спартакиадăна спортăн 11 енне кĕртнĕ: армспорт, волейбол (хĕрарăмсемпе арçынсем уйрăммăн вылянă), кире пуканĕ йăтасси, дартс вăййи, çăмăл атлетика, сĕтел çинчи теннис, канат туртасси, шывра ишесси, çемьесемпе ăмăртасси, урамри баскетбол, шахматла вылясси. Мероприятие ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев уçнă, саламланă хыççăн организацисемпе предприятисен коллективĕсем хушшинче хĕрÿ ăмăрту пуçланнă.
Патăрьелсем Çĕмĕрлере те хăйсене лайăх енчен кăтартнă, вĕсем пур енĕпе те ăмăртнă. “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн коллективĕ армспортпа, кире пуканĕ йăтассипе – пĕрремĕш, çемьепе ăмăртассипе – иккĕмĕш, дартс вăййинче, сĕтел çинче теннисла выляссипе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Спартакиадăра “РусГидро” АУО – пĕрремĕш, Çĕмĕрлесем– иккĕмĕш, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн коллективĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă.
–Шывра ишессипе 9-мĕш вырăн тухрăмăр, ытти енсемпе пĕтĕмĕшле аван ăмăртнă. 18 коллективран эпир виççĕмĕш йышăнни–аван кăтарту, анчах малашне ăмăртусене тата та лайăхрах хатĕрленмелле, – терĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ А.Краснов Спартакиада пирки калаçнă май.
(Хамăр корр.)