27 августа 2011 г.
Шутлă кунсем питĕ хăвăрт шăваççĕ. Çуллахи каникул вĕçлениччен те нумаях юлмарĕ. Умра–черетлĕ вĕренÿ çулĕ. Çĕнĕ çулталăкра вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, вĕсен ашшĕ-амăшне мĕнле çĕнĕлĕх кĕтет, пĕлÿ пахалăхне пысăклатма, ăна çĕнетсе улăштарма еплерех çул-йĕр суйламалла, пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнчен мĕн ырри, лайăххи асра юлнă, ачасемпе вĕрентекенсенчен камсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ– çакнашкал вуншар ыйтăва пысăк ушкăнпа сÿтсе явма пуçтарăнчĕç районти педагогсем хăйсен аслă канашлăвне. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов 2010-2011 вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсене тĕплĕн тишкерсе пĕтĕмлетрĕ. Районти педагогсен ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕ, аталанăвĕ пирки вара каламалли сахал пулмарĕ. Юлашки çулсенче федерацин тата республикăн тĕрлĕ программипе инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртни районти вĕренÿ тытăмне те укçа-тенкĕ чылай уйăрса пама витĕм кÿнĕ. Çакă вара шкул инфратытăмне палăрмаллах улăштарма май панă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Шăнкăртампа Сăкăтра паянхи кун шайне тивĕçтерекен çĕнĕ шкулсем умлă-хыçлă хута кайрĕç. Ытти база шкулĕ- сенче те вĕренме тата вĕрентме пысăк хăтлăх парас тесе чылай тăрăшнă.
Çулталăк вĕçне педагогсен вăтам шалăвĕ 13805 тенкĕ пулĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районта 51 вĕрентÿ учрежденийĕ шутланнă: 33 шкул, 15 ача-пăча учрежденийĕ тата хушма пĕлÿ паракан виçĕ учреждени. Кунсăр пуçне пирĕн тăрăхра аслă пĕлÿ паракан ЧПУ филиалĕ, 7-мĕш професси училищи пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Алла аттестат илнĕ каччăсемпе хĕрсем вырăнтах хăйсене кирлĕ специальноçпа малалла вĕренме пултараççĕ. Районта шкул çулне çитмен чи кĕçĕн ачасен (1,5-6,5 çулччен) 64 проценчĕ, шкул çулне çитмен аслă ушкăнрисен 85 проценчĕ ятарлă вĕрентÿ учрежденийĕсенче воспитани илеççĕ. Вĕсем мĕн пĕчĕкренех пур енĕпе те тивĕçлĕ воспитани илччĕр тесе сывлăха тĕреклетмелли, ăс-тăна пур енлĕ аталантармалли тÿлевсĕр кружоксем ĕçлеççĕ.
Юлашки вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ача çуратакансен йышĕ ÿсрĕ. Демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнни тепĕр пысăк ыйтăва татса пама хистет. Асăннă проблемăна пĕтерес тĕллевпех халĕ Патăрьелĕнче 240 вырăнлă ача сачĕ тăваççĕ. Çакă та йывăрлăха пĕтĕмпех татса пама май памасть. Çавăнпа та çывăх вăхăтрах Шăнкăртамра çакнашкал ыйтупа ĕçлеме пуçласшăн.
2010-2011 вĕренÿ çулĕнче районти 33 шкулта 5095 ача пĕлÿ илнĕ. Маларах шутласа пăхнă тăрăх кăçал 5007 ача килмелле, вăл шутран пĕлÿ тĕнчине пĕрремĕш хут алăк уçакансем 416-ăн пулĕç.
Районта вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене пахалăхлă, тивĕçлĕ пĕлÿ парас, вĕсене пур енлĕ аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ вĕрентÿ проекчĕпе программа пурнăçа кĕреççĕ. Ку вăл пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене финанс хăйтĕллĕнлĕхĕ çине куçарни, вĕсен вĕрентÿпе пурлăх базине çирĕплетни, мĕн пур шайри вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнетсе улăштарни, аслă классене профиллĕ вĕрентÿ çине куçарни, ку чухнехи çĕнĕ технологисемпе усă курни, вĕрентÿ пахалăхне çĕнĕ системăпа– Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕпе хак пани, 9 класс вĕренсе тухакан выпускника патшалăхăн çĕнĕ формипе аттестацилесси тата ытти те.
Хальхи вăхăтра районти вĕрентекенсен 93,2 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 6,8 проценчĕ техникум дипломĕпе. Педагогсен тĕп тĕллевĕ–хăйсен професси ăсталăхне ÿстерсе пырасси. Пирĕн районта аслă категорие тивĕçнĕ 57 вĕрентекен. Учительсенчен 77 проценчĕ пĕрремĕш тата иккĕмĕш категорипе ĕçлеççĕ. Педагогика работникĕсенчен 83 проценчĕ–35-55 çулсенче, 11 проценчĕ–25-35 çулсенче, 5 проценчĕ вара–пенсионерсем. Çакна та палăртса хăвармалла. 25 çултан кĕçĕнрех çамрăк специалистсем иккĕн çеç (0,3 процент). Çавăнпа та шкул коллективĕсен кадрсене çамрăклатас ыйтупа ытларах тимлемелле.
Юлашки çулсенче шкулсенчи вĕренÿ çулталăкне ППЭ итогĕпе хаклатпăр. Кăçал выпускниксем 11 предметпа экзамен тытрĕç. Чи ăнăçлă тытнă экзаменсем истори (69,2 балл) тата хими (68,3 балл) предмечĕсемпе. Биологи вара ачасемшĕн йывăртарах пулни сисĕнет (48,1 балл).
Юлашки çулсенче вырăс чĕлхипе ППЭ ачасен пĕлÿ шайĕ ÿснине уйрăмах палăртмалла. Кăçал районти вăтам балл 62,2 пулнă, ку вăл 2010 çултинчен 7,2, 2009 çултинчен 4,2 балл ытларах. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Э. Спиридонова вара (вĕрентекенĕ А. Майрина) 100 балл пуçтарнă! 26 выпускникăн пĕлĕвне 90, 31-ĕшĕнне 80 баллпа хакланă. Çав вăхăтрах 13 вĕренекен çак предметпа экзамена пĕрремĕш хутĕнчех тытайман.
Выпускниксемшĕн Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕпе профиллĕ вĕрентÿ питĕ тачă çыхăнура пулмалла. Анчах та шкулсенче çакнашкал меслете кирлĕ пек усă курмаççĕ. Сăмахран, профиллĕ вĕрентÿ программипе Алманчăри вăтам шкулта 13 ача биологи вĕреннĕ, анчах виççĕшĕ çеç тытнă. Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта 16 вĕренекенрен тăваттăшĕ, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта 14-ран пиллĕкĕшĕ анчах çак предметпа экзамен панă. Ку тĕлĕшпе хими предмечĕпе лару-тăру урăхларах. Профиллĕ вĕрентĕве районĕпе 62 вĕренекен явăçнă, вĕсенчен 60-шĕ хăйсен пĕлĕвĕсене ППЭĕнче тĕрĕсленĕ.
Районти педагогсенчен чылайăшĕ ĕçри ăсталăхне ÿстерме вĕрентÿре çĕнĕ технологисемпе усă курать. Малта пыракан опыта пурнăçа кĕртессипе конкурс йĕркелесси йăлана кĕрсе пырать. Кăçал çак конкурсра Хирти Пикшикри вăтам шкулти Э. Молотков вĕрентекен çĕнтернĕ. “Çулталăк учителĕ–2011” хисеплĕ ята Алманчăри вăтам шкулти вырăс чĕлхине вĕрентекен Г. Сафиуллина тивĕçрĕ, Патăрьелсен чысне республикăра хÿтĕлерĕ. Республика шайĕнче хăйсен тавракурăмĕпе палăрнă педагогсем татах та пур. Славян çырулăхĕпе культурине халалланă уçă уроксен фестивалĕнчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Афанасьева, О. Елкина, Первомайскинчи вăтам шкулти Л. Романова, Алманчăри вăтам шкулти Г. Сафиуллина вĕрентекенсем III степеньлĕ дипломпа таврăннă.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пирĕн районта “Биологи учителĕсен педагогика маçтăрлăхĕ” республика шайĕнчи методика фестивальне йĕркеленĕ. Турханти вăтам шкулти географи учителĕ В.Башмаков республикăра “Чи лайăх географи учителĕ” фестивальте виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Районти шкул коллективĕсенчен чылайăшĕ олимпиада призерĕсене хатĕрлессипе ăнăçлă ĕçлет. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕш, Сăкăтри, Турханти, Первомайскинчи, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Туçари, Ыхра Çырминчи вăтам шкулсене палăртмалла. Чи нумай призлă вырăнсене вара (82 вырăн) Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ çĕнсе илнĕ.
2010-2011 вĕренÿ çулĕнче çичĕ вĕренекен Раççей шайĕнчи олимпиада çĕнтерÿçисемпе призерĕсем пулни те педагогсен пысăк ĕçĕн результачĕ темелле. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 11 класра вĕренекен А. Шерезданова акăлчан чĕлхипе (учителĕ Э.Карягина) виççĕмĕш, Аслă Чементи 9 класра вĕренекен И. Мурзакаева право предмечĕпе (вĕрентекенĕ В. Мурзакаев) виççĕмĕш, Хирти Пикшикри вăтам шкулти 9 класра вĕренекен Р. Молоткова географипе (вĕрентекенĕ Э. Молотков) виççĕмĕш, Туçари вăтам шкулти 11 класра вĕренекен С. Углев экономикăпа (вĕрентекенĕ Л.Карягин) виççĕмĕш, Аслă Чементи вăтам шкулти 11 класра вĕренекен В. Фролов физкультурăпа (вĕрентекенĕ П. Макаров) пĕрремĕш, А. Медведев иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 8 класра вĕренекен Е. Хитрова физкультурăпа (вĕрентекенĕ В. Солдатов) иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А.Абейдуллова, иккĕмĕш вăтам шкулти Д.Юнисова республикăра тутар чĕлхипе, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти К.Пыркина чăваш чĕлхипе иртнĕ олимпиадăсен призерĕсем. Кăтартуллă педагогсемпе вĕренекенсен ячĕсене тата асăнма пулать. Çакă чăн малтанах вĕрентекен хăйĕн тивĕçне паянхи кун ыйтнă пек пурнăçласа пынине, методика çĕнĕлĕхĕпе анлăн усă курнине çирĕплетсе параççĕ.
–Ялта вĕрентекен яланах ырă шухăш, тарăн пĕлÿ çăл куçĕ пулнă, çавăн пекех юлать те. Вăл ыттисемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕх, хастар организатор. Паян вĕрентÿ сферинче патшалăх шайĕнче пулса пыракан çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртес тесен педагогсен те, вĕренекенсен те, вĕсен ашшĕ-амăшĕн те пĕрле ĕçлемелле. Çавăн чухне çеç эпир çитĕнекен çамрăк ăрăва пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине кăларăпăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов.
Малалла Николай Иванович хăйсен ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçласа пыракан педагогсене райадминистрацин Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене парса чысларĕ.
Доклада сÿтсе явнă май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ В. Солдатов, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти директорăн çумĕ Р. Алеева, Алманчăри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕ Г.Сафиуллина кулленхи пурнăçра хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене хускатрĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулне пысăк хастарлăхпа пуçăнма ăнăçу сунчĕç.
Районти педагогсен конференцийĕн ĕçне Шупашкарти сăра вĕретекен “Букет Чувашии” АУО генеральнăй директорĕ, хамăрăн ентеш, Пăлапуç Пашьел хастарĕ О. Мешков, “Красное знамя” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ П. Никифоров хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç. Вĕсем конференцие хутшăннисен ячĕпе районти мĕн пур педагога çăмăл мар ĕçре ăнăçу, пысăк чăтăмлăх, çитĕнÿ сунчĕç, учитель кирек мĕнле ĕçре те пысăк вăй, ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕç.
Районти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ конференцие хутшăннисен кăмăлне уçма хаваслă юрă-кĕвĕ парнелерĕ.
А. ЕГОРОВА.
ЧИ ЛАЙĂХХИСЕМ
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи шкулсем пурте ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнма хатĕр. Шкулсене, кабинетсене кашниех май пур таран хăтлăх кÿме тăрăшнă. Вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнине тĕрĕслекен районти комисси ку тĕлĕшпе ĕçе пĕтĕмлетсе çапла палăртнă:
Вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ, Шăнкăртамри пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсем, пуçламăш шкулсемпе ача сачĕсем хушшинче Треньелĕнчи, Кзыл-Камышри, Упамсари, Анат Туçари пуçламăш шкул-садсем, Патăрьелĕнчи “Солнышко”, Сăкăтри “Родник”, Шăнкăртамри “Ромашка” ача сачĕсем– чи лайăххисем.
СПАРТАКИАДĂРА ПАЛĂРНИСЕМ
2010-2011 вĕренÿ çулĕсенче районти шкул ачисем хушшинче ирттернĕ спартакиадăра Аслă Чементи, Первомайскинчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсенче, Нăрваш Шăхалĕнчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Аслă Чементи вăтам шкулсенчи кĕçĕн ушкăнсем пысăк хастарлăх кăтартнă.