27 августа 2011 г.
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайне çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнчен Н. Никитина ертсе пыма тытăннă.
Наталия Петровна Кивĕ Катек ялĕнче 1975 çулта çуралнă, Чăваш ял хуçалăх академийĕнче, Хусанти социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕсен институтĕнче вĕреннĕ.
Халичченхи ĕç биографийĕ пĕтĕмпех федераци казначействин системипе çыхăннă.