27 августа 2011 г.
Патăрьелĕнчи “Юхма” рынок базинче реконструкциленĕ “Юхма” суту-илÿ комплексĕ уçăлнă. Савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Чăваш Республикинчи потребительсен обществин союзĕн канашĕн председателĕ В.Павлов, Патăрьел райпо канашĕн председателĕ П.Перепелкин, Патăрьел ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Румянцев тата ыттисем те хутшăннă, предпринимательсене, туянакансене хуларинчен нимпе те кая мар комплекс хута кайнă ятпа саламланă. Районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем чăваш, вырăс, тутар юррисемпе савăнтарнă.
Çичĕ уйăх каялла кăна-ха предпринимательсем сивĕ, çутă сахал, условисем çук суту-илÿ комплексĕнче тăратчĕç. Халь вара кунта хăтлă, илемлĕ, çакăнтах апат çиме те, канма та пулать.
Суту-илÿ комплексĕ 1700 тăваткал метр йышăнать, паяна 30-а яхăн предприниматель суту-илÿ вырăнĕсене арендăна илнĕ.
О. БЕЛЬДЕКОВА