АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Авангард”, “Советская Чувашия” хаçатсемпе район пуçлăхĕн парнисемшĕн – ЭСТАФЕТА

27 августа 2011 г.

2011 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче, шăматкун, Патăрьелĕнчи “Паттăр” стадионта (çĕнĕ стадион) çăмăл атлетсен эстафета ăмăртăвĕ пулать. Сумлă мероприяти 10 сехетре пуçланать. Эстафета сакăр ушкăнпа иртет.

Пĕрремĕш ушкăн – ача садне çÿрекенсен командисем ( икĕ арçын ачапа икĕ хĕр ача).

Иккĕмĕш ушкăн–çемьесен командисем (ашшĕпе амăшĕ, вун пĕр çула çитичченхи ачи).

Виççĕмĕш ушкăн–ветерансен командисем (45 çултан аслă 3 арçынпа 40 çултан аслă 2 хĕрарăм).

Тăваттăмĕш ушкăн–тĕп шкулсен командисем (3 арçын ачапа 3 хĕр ача).

Пиллĕкмĕш ушкăн–вăтам шкулсен командисем (5 арçын ачапа 5 хĕр ача).

Улттăмĕш ушкăн–организаци-предприяти, учреждени, вĕрентÿ заведенийĕсен командисем (5 арçынпа 5 хĕрарăм). Вĕренекенсемпе студентсене кĕртме юрамасть ку ушкăнри командăсене.

Çиччĕмĕш ушкăн–ял поселенийĕсен командисем (3 арçынпа 2 хĕрарăм). Ăмăртăва хутшăнакансен поселенинче пурăннине кăтартакан прописка пулмалла.

Саккăрмĕш ушкăн – хĕрарăмсен командисем ( 4 хĕрарăм).

Эстафетăна хутшăнакансен (çемье командисемпе ача садне çÿрекенсен командисемсĕр пуçне) пурин те 400 метр чупмалла пулать.

Мала тухнă командăсене Хисеп хучĕсемпе чыслаççĕ.

Заявкăсене судьясен коллегине сентябрĕн 10-мĕшĕнче 10 сехетчен тăратмалла. Вĕсене медицина ĕçченĕсем çирĕплетмелле.

Çĕнтерÿçĕсем сентябрĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта “Советская Чувашия” хаçат парнишĕн пулакан ăмăртăва хутшăнма ирĕк çĕнсе илеççĕ.

Пурне те ăмăртăва чĕнетпĕр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика