27 августа 2011 г.
Районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Патăрьелĕнчи центрта республикăри инвалидсен обществин пуçарăвĕпе вырăнсенчи организацисен председателĕсем тĕрлĕ шайри власть органĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă, сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă.
Мероприятие ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин представителĕ Н.Федоськина, район прокурорĕн аслă пулăшуçи В.Путяков, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Патăрьелĕнчи центр директорĕ Т.Малинина, районти тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ Г.Петрова, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Г.Афанасьев, ĕç сыхлавĕн специалисчĕ Г.Крылов хутшăннă, сывлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу кирлĕ çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе, вĕсене хăтлăх кÿрессипе, ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.