АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплă тапхăра пăтăрмахсăр ирттерер

27 августа 2011 г.

Çул çинче ачасемпе пулакан аварисен шучĕ чактăр тесе республикăра профилактика ĕçĕсене вăйлатсах пыраççĕ пулин те инкек çумне синкек тупăнсах тăрать. 2011 çулхи çичĕ уйăх кăтартăвĕпе çул çитмен ачасемпе пулакан аварисем 18,3 процент, аманнисем 21,7 процент ÿснĕ. Çак тапхăрта Чăваш Енре 123 авари пулнă, вĕсенче виçĕ ачан пурнăçĕ татăлнă, 129-шĕ аманнă. Республикăра çул çинче пулакан кашни çиччĕмĕш авари çул çитмен ачасемпе çыхăннă.

Шел пулин те, чуна пăшăрхантаракан тĕслĕхсем пирĕн районта та пур. Çичĕ уйăхра çул çитмен ачасемпе çыхăннă тăватă авари пулнă. Вĕсенче пĕр ачан пурнăçĕ татăлнă, виççĕшĕ аманнă.

Çул çинче пулакан инкексене пĕтĕмлетсен çакă курăнать. Автотранспортпа тата çул çитмен ачасемпе çыхăннă инкексем ытларах каçхине, уйрăмах çур çĕр иртсен пулаççĕ. Çакăншăн ачисемпе пĕрлех ашшĕ-амăшĕ те айăплă темелле, мĕншĕн тесен саккунпа килĕшÿллĕн каникул вăхăтĕнче каçхине 23, ытти чухне 22 сехет хыççăн 18 çул тултарман ачасен урамра ашшĕ-амăшĕсĕр е аслисемсĕр çÿреме юрамасть. Çакăншăн ашшĕ-амăшĕнех явап тытма тивет. Сăмах май каласан, вăрă-хурах ĕçĕсем те уйрăмах çак вăхăталла, çынсем çывăрнă чухне пулса ирт еççĕ. Çурлан 15-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 11-мĕшĕччен республикăра “Асăрханăр–ачасем” операци пырать. Çак тапхăр çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшне лекет. Çуллахи шавлă каникул хыççăн ачасен тимлĕхĕ чакма та пултарнă. Çавăнпа та водительсен те, çуран çÿрекенсен те çул-йĕр правилисене, çирĕп пăхăнмалла. Яваплă тапхăра пăтăрмахсăр ирттерер.

А.ПЕТРОВ, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика