АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял илемĕ– çамрăксенче

03 сентября 2011 г.

Ыхра Çырми ялĕ район центрĕнчен 8 километрта вырнаçнă. Вăл Комсомольски районĕпе чикĕленет. Юнашарах “Çĕрпÿ-Сызрань” федераллă автомобиль çулĕ иртет. Ялта тутарсем пурăнаççĕ. Вĕсен тĕн тата наци йăли-йĕрки çирĕп аталаннă. 250 хуçалăхра 999 çын пурăнать. Арçынсем хĕрарăмсенчен ытларах. Ял варринче икĕ хутлă шкул çурчĕ вырнаçнă. Унта Чăваш Ишекĕнчен тата Треньелĕнчен те ачасем вĕренме çÿреççĕ. 4 лавкка, культура çурчĕ, тĕслĕхлĕ библиотека, çыхăну уйрăмĕ пур. Икĕ мечĕт ĕçлет.

Ял çулран-çул çĕнелет. Çĕнĕ урамра илемлĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Çамрăксем яла юлма тăрăшаççĕ.

Ыхра Çырми çыннисем ĕçченлĕхпе, тараватлăхпа, сăпайлăхпа, пуçарулăхпа палăрса тăраççĕ.

Сайт та пур

Электронлă шутлав машинипе туллин усă курма тăрăшаççĕ ялта. Сайт йĕркеленĕ. Унпа кашнийĕ паллашма пултарать. Çак ĕçе Р.Даутов йĕркелесе пырать.

Ял поселенийĕн администрацийĕпе халăх хушшинчи çыхăнăва обществăлла канаш урлă туса пыраççĕ. Вăл 9 çынран тăрать. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене: пенсионерсене, çамрăксене, вăй питтисене кĕртнĕ. Канаша Ф. Вахитов ертсе пырать.

Сумлă ватă

Чи ватти ялта–Р. Ахметова. Разия Валиулловна 97 çулта. Вăл кинĕпе тата ывăлĕпе пурăнать.

Чи кĕçĕнни, юлашкинчен çут тĕнчене килни вара Замира, Хасяновсен виççĕмĕш хĕрĕ вăл.

Куç умĕнчех çитĕнет çуралнă çын. Шкулта вĕренет. Салтака юрăхлă пулать. Çар хĕсметĕнче тăракансем Ыхра Çырминче те пур. Р. Азиулловпа Р. Юнусов, акă, Конституци тивĕçне пурнăçларĕç те. Р.Амерханов салтак пăтти çиме хатĕрленет.

Çĕнĕ çемье çавăракансем пуртан ял ватăлмасть. Нумай пулмасть Р.Яфизов мăшăрланчĕ. Çемье тума Зильăна суйласа илчĕ.

Ĕç–пурнăç тыткăчи

Пĕрлешÿллĕ хуçалăх та кĕр-кĕрлесе лайăх ĕçлесе пырать халĕ. Килсерен выльăх-чĕрлĕх тытакансем пур. М. Шарипов, Ф. Хамидуллов çемйисем ĕне, И. Корнеев, А. Ибетов çемйисем сурăх нумай усраççĕ.

Выльăх тытакансене апачĕ те кирлĕ. И. Корнеев, Н. Халитов, Р.Яббаров çĕрпе те тухăçлă усă курма пĕлеççĕ. Тыр-пул çитĕнтернисĕр пуçне утă та туса илеççĕ. Пĕрлех тымар çимĕç культурипе ĕçлекенсем те пур.

И. Корнеевăн тата И. Вахитовпа Э. Алеевăн çĕрпе ĕçлемелли техника çителĕклĕ. Кăкарса ĕçлемелли хатĕрĕсем пур. “Хурçă утсене” çĕнетме те май тупаççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика