03 сентября 2011 г.
Чăваш çĕрĕ çинче çуралнă виççĕмĕш космонавта Андриян Григорьевич Николаева хисеп туса Шупашкарта палăк лартма ырă кăмăлтан укçа пуçтарас шухăша Нăрваш Шăхалĕнчи ветерансен канашĕ те ырланă. Унăн председателĕ Н.Аксаков хастарлăхĕпе ял халăхĕ пĕрин хыççăн тепри нимене кар тăнă. Вĕсем хушшинче ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçисемпе специаличĕсем те, ял поселенийĕн уйрăм хастарĕсем те, ĕç ветеранĕсем те пур.
Чăваш Енĕн паттăр ывăлĕшĕн Ю.Матвеевсен çемйи те пĕр шухăшлă пулса алă тăсса панă. Çакна валли вĕсен уйрăм сăлтав та пур. Хальхи вăхăтра Матвеевсен Евгений ывăлĕ Санкт–Петербургри çарпа космос академийĕнче юлашки курсра вĕренет. Çавăнпа та çемьешĕн Космонавтика çулталăкĕ пушшех те асра юлĕ.