АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 300-мĕш пепке – илемлĕ чиперкке

03 сентября 2011 г.

2011 çулхи çурла уйăхĕн юлашки кунĕ районти ЗАГС пайĕшĕн ырă хыпарпа çырăнса юлчĕ. Кунта 300-мĕш пепкене регистрацилесе чиперкке ячĕпе ашшĕ-амăшне çуралнă хутне панă. Çак телее Ивановсен çемйи тивĕçнĕ. Çемье пуçлăхĕ – Юрий Германович “Хорс” тулли мар яваплă обществăра машинист-экскаваторщикра тăрăшать, мăшăрĕ – Эльвира Николаевна–ачапа ларать. Илемлĕ вăхăтра çуралнă Викторияна килте Никита пиччĕшĕ чăтăмсăррăн кĕтет. Çамрăксене çемье телейĕ ячĕпе ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Н.Емелина, тĕп специалисчĕ Г.Козлова ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх, килĕшÿ суннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика