АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнкăрав пĕлÿ тĕнчине йыхравларĕ

03 сентября 2011 г.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ кашни çыншăн уяв: шкултан тахçанах вĕренсе тухса кайнисемшĕн те, халĕ вĕренекенсемшĕн те. Пуçласа парта хушшине ларакан ачасемшĕн вара вăл пурнăçра асра юлакан кунсенчен пĕри. Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 416 ача пĕлÿ тĕнчин алăкне пĕрремĕш хут уçрĕ. Пĕлÿ кунне кашни шкул коллективĕнчех чыслăн паллă турĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов уява Сăкăтри вăтам шкултан пуçларĕ. Çак кунхине вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те хăйсене чи телейлисен шутĕнче туйрĕç. Ял варринче ларакан капмар та хăтлă çĕнĕ шкул пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Чăн малтанах вăтам шкул директорĕ А.Падусев пурне те Пĕлÿ кунĕ ячĕпе саламларĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче тата пысăкрах çитĕнÿсем тума сунчĕ, вĕренÿре, спортра, тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче палăрнă ачасене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренÿ çулне пур енĕпе те тивĕçтерекен хăтлă шкулта пысăк хавхаланупа пуçлама, пирĕн район ачасен телейлĕ малашлăхĕшĕн, савăнăçĕшĕн нумай пысăк ĕç тунине каларĕ, Сăкăт ялĕн маттур ачисене çак шкулта “4” тата “5” паллăпа çеç вĕренме сунчĕ. Залра ларакан ачасем те, вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те парăмра юлмарĕç, Николай Ивановича çĕнĕ шкулшăн тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

Пĕлÿ кунĕ ячĕпе ял поселенийĕн пуçлăхĕ С. Толстов, “Красное знамя” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи П.Никифоров, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн директорĕ В.Глухов саламларĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Глуховпа Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта та пулчĕç. Районти чи кăтартуллă шкул коллективĕ пирки каламалли нумай. Кунта вĕренекен ачасем чи пултаруллисем, хастаррисем темелле. Пĕлтĕр çеç çак шкултан çĕр ытла олимпиада призерĕсем тухнă. Кăçалхи выпускниксен 88 проценчĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Çакă вара чăн малтанах педагогсен ырми-канми ĕçĕ. Ĕçре, вĕренÿре палăрнă учительсене, ачасене шкул директорĕ В.Солдатов пурне те ятран асăнчĕ, Хисеп грамотипе, Тав хучĕпе чысларĕ.

– Патăрьелсен пур енĕпе те савăнмалăх пур. Районта кашни çул пĕрер шкул хута кайни хăй пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕрен программăпа тухăçлă ĕçлесе района хушма укçа-тенкĕ кĕртме пултарни те халăхăн пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă,–терĕ ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕн çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă пулнине каларĕ, малашне те кăтартусене ÿстерсех пыма сунчĕ. Пĕлÿ кунĕ ячĕпе пухăннисене Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Моисеев, ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Л.Ляллина, Патăрьел чиркĕвĕн настоятелĕ Петр протоиерей, шкулти попечительсен канашĕн председателĕ П.Перепелкин тата ыттисем те ăшă сăмахсем каларĕç.

Вĕренÿ отличникĕ, ЧР Президенчĕн стипендиачĕ А.Тинюков пĕрремĕш класа килнĕ Е.Красновăпа пĕрремĕш шăнкăрав панă хыççăн шкул ачисем партăсем хушшине вырнаçса ларчĕç. Пĕрремĕш урок пуçланчĕ...

А.ЕГОРОВА.

Авăнăн пĕрремĕшĕнче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ирех кăмăллă кĕвĕ янăрарĕ. 9.30 сехетре вĕренекенсем Пĕлÿ кунĕ ячĕпе иртекен линейкăна йĕркеленсе тăчĕç. Ăна шкул директорĕ Л.Сафронова уçрĕ, ачасене лайăх вĕренсе хăюллă та хастар çынсем пулма сунчĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче палăрнисене, спорт мероприятийĕсене, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннисене Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Патăрьел район администрацийĕ ячĕпе райадминистрацин оргнизаципе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕсен пай пуçлăхĕ С.Торговцев, Патăрьел ял поселенийĕ ячĕпе ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Румянцев, “Батыревский” АХО ячĕпе В.Салмин экономист тухса саламларĕç. Хатĕрлев пункчĕн склачĕн заведующийĕ Ф.Валиев ачасене каникул вăхăтĕнче сиплĕ курăк пухса панăшăшн тав турĕ. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Н.Румянцева калаçрĕ. Пĕрремĕш шăнкăрава пĕрремĕш класа каякан С.Кальметовăпа Э.Михайлов пачĕç.

П.СЕМЕНОВ.

х х х

Пĕлÿ кунĕ Шăхачри пуçламăш шкулта савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Вĕренекенсене, учительсене, хăнасене уяв ячĕпе шкул директорĕ Л.Мылова, Шăхач ял поселенийĕн пуçлăхĕ И.Васильев, ашшĕ-амăшĕ саламларĕç, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыма сунчĕç. Линейкăра юрăсемпе сăвăсем шăранчĕç, унтан пурте кĕтекен пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ.

х х х

Çĕнĕ вĕренÿ çулне халалланă уяв Çĕнĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемшĕн, уйрăмах пĕрремĕш класа каякансемшĕн, чылайлăха асра юлĕ. Кăçал кунта пĕлÿ тĕнчи алăкне саккăрăн уçаççĕ.

Пĕлÿ кунĕпе шкул директорĕ А.Бахматова, Патăрьел район администрацийĕ ячĕпе Патăрьел районĕнчи Пенси фончĕн начальникĕ Г.Синеева, Çĕнĕ Ахпÿрт ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Тукмаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Родина” хуçалăх ертÿçи В.Синеев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, “Марка” фермер хуçалăхĕн ертÿçи, шкул канашĕн председателĕ Е.Мартышкин саламларĕç, Хисеп грамотисемпе асăнмалăх парнесем пачĕç.

Пĕрремĕш шăнкăрава тăххăрмĕш класа каякан А.Медведева тата пĕрремĕш класри Г.Петухов янăратрĕç.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика