03 сентября 2011 г.
Экономика аталанăвĕн министерстви налуксемпе çыхăннă 7 уйăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен 2389 млн тенкĕ кĕнĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 12,3 процент нумайрах.
Республикăн пĕрлештернĕ бюджетне кĕнĕ укçа виçи 10,9 процент ÿснĕ. Шел те, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ку кăтарту Чăваш Енĕн 7 районĕнче (Улатăр, Патăрьел, Елчĕк, Вăрнар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри тата Çĕмĕрле) чакнă.