03 сентября 2011 г.
Вĕренекенсем каллех шкул сукмакне такăрлатма тытăнчĕç. 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче республикăри 500 шкулта 127,4 пин ача ăс пухма тытăнчĕ. Вĕсенчен 12600-ĕшĕ вара шкул алăкне пĕрремĕш хут уçрĕç.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче çĕнĕлĕхсем сахал мар. Вĕренекенсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕлĕшпе физкультура сехечĕсене хушнă, программăна ташă урокĕсем, шывра ишессине кĕртнĕ. Апла пулсан сывлăха çирĕплетме, тĕреклетме майсем çителĕклех.
Учительсен кăмăл-туйăмне çĕклеме те сăлтав пур: кăçал вĕсен шалăвне виçĕ тапхăрпа 30 процент ÿстерме йышăннă. Çавăн пекех ача сачĕсенчи воспитательсен ĕç укçине те ÿстереççĕ.