АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн яваплăх çынсен канлĕхĕпе çыхăннă

07 сентября 2011 г.

Юлашки вăхăтра “02” службăри реформăсем, милици полицие çаврăнни пирки нумай калаçаççĕ. Йĕрке хуралĕнчи улшăнусем пирки халăхра та тĕрлĕрен сас-хура çÿрет. Хăш-пĕр ыйтусене пайăрлатас, вĕсемпе хаçат вулакансене паллаштарас тĕллевпе пирĕн хаçат сотрудникĕ районсем хушшинчи “Батыревский” муниципаллă уйрăмĕн начальникĕпе Сергей Иванович Измуковпа тĕл пулса калаçнă. инспекцин аслă инспекторĕ.

–Сергей Иванович, йĕрке хуралĕнчи çĕнĕлĕхсене, улшăнусене тÿрех ăша илме йывăр пулмарĕ-и;

–Ун пекех каласшăн мар. Мĕншĕн тесен реорганизаци ыйтăвĕ иртнĕ çулхи кăрлач уйăхĕнченех пуçланнă. Çавăнпа кашни милиционер аттестаци витĕр тухассине те, кадрсемпе çыхăннă хăш-пĕр улшăнусем пулассине те малтанах пĕлсе тăнă, кĕтнĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн уйрăмра та мĕн пур организациллĕ ыйтусем татăлчĕç. Паянхи куна пирĕн йыш 22,8 проценчĕ чакрĕ. Анчах та кунта çакна та палăртса хăвармалла. Полицин тĕп вăйĕ çавах тăрса юлнă, ытларах хушма службăсене кĕскетнĕ. Йывăрлăхра çынсене никама та урама кăларса яман. Май пуррисене çак енĕпех ĕçе вырнаçтарнă, хăшĕсене халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра тăратнă.

– Йышĕ пĕчĕкленнĕ пулин те яваплăхĕ çавах юлнă. Хăш-пĕр çĕнĕлĕхе уйрăммăн палăртса хăварăр-ха.

–Паянхи полици яваплăхĕ унчченхинчен те пысăкрах тесе хаклас килет. Вăл питĕ çирĕп дисциплинăллă, анлă тавракурăмлă, хăй ĕçне лайăх пĕлекен çын пулмалла. Халăх ăна шантăр, ĕнентĕр, унăн пулăшăвне туйтăр.

Çĕнĕлĕхсем пирки çакна палăртса хăвармалла. Маларах патрульпе пост служби пулнă, халĕ вăл пачах та çук. Обществăлла вырăнти йĕркелĕхшĕн ытларах полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем яваплă. Оперативлă ĕçсенче ведомствăна пăхăнман хурал сотрудникĕсене явăçтаратпăр.

Реформăри çĕнĕлĕхсемпе килĕшÿллĕн участоксенчи уполномоченнăйсем кашни кварталтах халăх умĕнче отчет тумалла. Çакă чăн малтанах вырăнти çынсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме, преступленисен шутне чакарма пулăшĕ. Хальхи вăхăтра районти 19 ял поселенийĕнче 12 уполномоченнăй тăрăшать. Хăшĕсен территорине виçшер ял поселенийĕ те кĕрет. Ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар. Сăмахран, М.Кудряшов аслă уполномоченнăй Шăхач, Аслă Чемен, Турхан, Ф.Бикчурин Сăкăт, Алманчă, Тутар Сăкăт ял поселенийĕнчи йĕркелĕхшĕн, тăнăçлăхшăн яваплă.

– Сергей Иванович, милицин ячĕ улшăнчĕ, пакунлисен ĕç тумĕ вара çавах...

– Хальлĕхе чăнах та дежурнăй автомашинăсем çинче çырса хуни çеç çĕнелчĕ. Полици тумĕ тĕлĕшĕпе те улшăнусем пулмалла. Раççей полицийĕн тата шалти служба сотрудникĕсен форми пĕрешкел пулать. Уйрăмлăхĕ хăш-пĕр элемент кăна. Тĕсĕ–тĕксĕм кăвакрах. Раççей ШĔМĕн пуçлăхĕ Рашид Нургалиев йĕркелĕх хуралçисен тумтирĕн тĕсĕ патша вăхăтĕнчи полицейски форминнипе пĕр килме пултарасси пирки каланăччĕ.

Йĕрке хуралĕнче кирек мĕнле улшăну пулсан та полицин ĕçри тĕллевĕ çавах– преступлени тăвакансемпе кĕрешесси, профилактика йĕркелесси, хамăр пурăнакан вырăнта йĕркелĕхе, тăнăçлăха тытса тăрасси. Халăх пулăшăвĕсĕр пирĕн сотрудниксене те ĕçлеме çăмăл мар. Çавăнпа та кирек мĕнле иккĕленÿллĕ ыйтупа та 30–66–55 е 6–14–90 шанăç телефонĕн номерĕсемпе шăнкăравлама пултаратăр.

А.ЕГОРОВА калаçнă.

Алимент тÿлемерĕн, явап тытатăн

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика