07 сентября 2011 г.
1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Андриян Григорьевич Николаев тĕнче уçлăхне вĕçнĕ. Сакăр çултан вăл космоса тепĕр хут çĕкленнĕ, уçлăхра 17 талăк та 17 сехет пулнă. Ку вăхăт ун чухне чи вăрăмми шутланнă. Чăваш çĕрĕ çинче çуралнă виççĕмĕш космонавт наци паттăрĕ кăна мар, пĕтĕм тĕнче пĕлекен тата юратакан çын пулса тăнă. Пирĕн ентеш хăйĕн пархатарлă ĕçĕсемпе Раççейĕн тата ют çĕр шыв вун-вун наградине тивĕçнĕ. Чăваш Енĕн Паттăрлăхпа Ĕç Мухтавĕн Хисеплĕ кĕнекине унăн хушаматне чи малтан кĕртнĕ. Андриян Григорьевич Николаев – пирĕн республикăн, Калуга, Каспийск, Махачкала, Нальчик, Ржев, Смоленск, Гюмри, Караганда, Дархан, София, Варна, Петриг, Плавен, Карловы Вары, Буир хулисен Хисеплĕ гражданинĕ. Уйăхăн тепĕр енчи кратерĕ, Франц Иосиф Çĕрĕ архипелаг çинчи пăрлă купол, Антарктидăри ту хысакĕ, пăрахутсем, нумай-нумай урампа шкул, çамрăк космонавтсен отрячĕ Чăваш Енĕн çăлтăрлă ывăлĕн ячĕпе хисепленсе тăраççĕ. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче, СССР летчик космонавчĕ, авиацин генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнă кун Шупашкарта Николаев тата Калинин урамĕсем хĕресленнĕ çĕрте палăк уçăлнă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, космонавтăн хĕрĕ Елена Терешкова тата ытти сумлă хăнасем пуçтарăннă. Çак монумент Космонавтика скверĕн пуçламăшĕ, вăл пирĕн ентешĕмĕрĕн пархатарлă ĕçĕсемпе паттăрлăхне кăтартакан символ пулса тăрĕ. Палăка хатĕрлессине нимелле пурнăçланă. Сăваплă ĕçе “Авангард” хаçат коллективĕ те хастар хутшăннă.
А. ИВАНОВ.
(ЧР ПА пресс-службин сайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ)