07 сентября 2011 г.
Авăнăн 5-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов ял поселенийĕн пуçлăхĕсемпе, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприяти-организаци ертÿçисемпе анлă лару ирттернĕ. Николай Иванович ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕрхи культурăсене акасси, хутмалли сезона хатĕрленесси мĕнле пыни, энерги перекетлекен технологие пурнăçа кĕртесси еплерех шайри пирки калаçнă.
Райадминистрацин обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата строительство, коммуналлă çурт-йĕр хуçалăх пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан М.Валитов Патăрьел районĕнче энерги перекетлекен тата энерги эффективлăхне ÿстерекен самантсем пирки чарăнса тăнă.
Канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухнă, сÿтсе явнă.
(Хамăр корр.).