АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сасăсене тĕрĕс илтме тата калама вĕрентер

07 сентября 2011 г.

“Ача-пăча ăс-тăнне вĕренÿре унăн чĕлхи урлă аталантармалла”,–теççĕ чĕлхе методисчĕсем. Этем пĕтĕм пурнăçĕпех–çуралса мĕн виличченех–хăйĕн калаçăвне аталантарса пырать, чĕлхе пуянлăхне çине тăрса алла илет. Ачалăх, çамрăклăх –кашни тапхăрах–çын калаçăвне мĕн те пулин çĕнни, пахи парнелет. Анчах та çакă паллă: чĕлхе, калаçу ача пĕчĕк чухне, унтан вара вăл шкулта вĕреннĕ çулсенче, уйрăмах вăйлă аталанаççĕ. Сăмахăм шкула киличчен ачасен чĕлхине аталантарасси çинчен пырать те ĕнтĕ.

Шкул çулне çитмен чылай ачан чĕлхи ансат та чухăн, мĕншĕн тесен ытларахăшĕ килтен тухсах çÿремен, тантăшĕсемпе кулленех тĕл пулса выляман. Çакна та палăртас килет: унччен ачасем пушă вăхăтра кунĕпех урамра кăшкăрмалли, юрламалли вăйăсем вылянă. Вĕсем пĕр-пĕрне илтнĕ, урăхларах пулсан, юлташĕсем пекрех калама тăрăшнă. Хальхи вăхăтра урамра сайра хутра çеç ачасен сассине илтме пулать. Ача никампа хутшăнмасăр сехечĕ-сехечĕпе компьютер е телевизор умĕнче хускалмасăр ларать. Эпĕ компьютер кирлĕ мар тесшĕн мар-ха, пĕлсе усă курмаллине çеç систерсе хăварасшăн. Аслисем те вĕсен чĕлхине аталантарас тĕлĕшпе ятарласах ĕçлемеççĕ. Çакна пула 1-мĕш класри хăш-пĕр ача япăх калаçни, уйрăм сасăсене тĕрĕс калайманни, вĕсене пăтраштарни час-часах тĕл пулать. Çакă мĕн патне илсе пырать-ха; Ача тантăшĕсемпе хутшăнма пăрахать, уроксенче те хастарлăхпа палăрмасть. Çавăнпа та сăмахри сасăсене тĕрĕс илтме, вĕсене тĕрĕс калама вĕрентесси пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, тĕп ĕçĕ пулса тăрать. Мана яланах Петĕр Хусанкайăн сăмахĕсем аса килеççĕ: “Мана чĕлхе илемне туйма анне калаçăвĕ, вăл чăваш юррисене юрлани, пĕрремĕш вĕрентекен пулăшрĕ”.

Çемьере пĕр е икĕ ача çеç. Амăшĕ, асламăшĕ пепкине чунтан юратнине палăртса ура вырăнне–патти, сĕте–тÿттÿ тесе пуплет. Манăн шутпа, ачапа варта чухнех тĕрĕс калаçма тытăнмалла. Пĕчĕкрен туптанă хăнăху, пĕлÿ лайăх асра юлать. Кайран малалла аталанать.

Ача чĕлхери сасăсене тĕрĕс илтет пулсан, вăл таса та тĕрĕс калаçать, сăмахран, сасăсене тĕрĕс илтмест пулсан, çав сасăсене вăл е йăнăш калать, е вуçех те калама пĕлмест. Е тата пĕр-пĕр сасса тĕрĕсех калать, анчах сăмахсенче йăнăшать, пăтраштарать. Тĕрĕс мар калаçнин тĕп сăлтавĕ–ача çав сасса тĕрĕс илтменни, унăн илтес туйăмĕ çителĕксĕр аталанни. Çак ача вара сасă тишкерĕвĕ тунă чухне йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Вулама-çырма вĕреннĕ чух та нумай чăрмав сиксе тухать (сас палли тĕрĕс çырайманни, вулайманни). Ача сасса тĕрĕс илтет, анчах ăна тĕрĕс калаймасть пулсан та çын каланине тĕрĕс илтсе йăнăшсăр çырма пултарать. Тепĕр ача вара сасса ниепле те астуса юлаймасть. Ача сасăсене, сăмахсене тĕрĕс калама пĕлет, литература чĕлхине лайăх ăнланать пулсан, ăна вулама-çырма вĕрентесси çăмăлланать.

Сасăсене тĕрĕс калама тата илтме вĕренччĕр тесе ваттисен сăмахĕсемпе, пĕчĕк сăвăсемпе, чăваш çыравçисен хайлавĕсенчен илнĕ йĕркесемпе анлă усă курма пулать. Вĕсене тĕрлĕ илемлĕ литературăран ятарласа шырамалла мар, хамăр пĕлекен сăвăсенех илме пулать. Çак сăвăсемпе тăтăшах усă курсан ачасем вĕсене хăйсемех ас туса юлаççĕ, унти сасăсене илтме тата вĕсене тĕрĕс калама хăнăхаççĕ. Тĕслĕхрен (р) сасса ача калама пĕлет, сăмах пуçламăшĕнче (рак, рама йышши сăмахсенче) ăна тĕрĕс калать. Анчах сăмах варринче (р) вырăнне (л) пулать (йăмра-йăмла, пăр-пăл).

Сăмахран сасса çирĕплетесси ăна сыпăксенче калассинчен пуçланать. Сыпăксене çеç калани ачасене часах йăлăхтарать, çавăнпа рифмăланă таса каларăшсемпе усă курмалла... Ку ĕç ачасене хавхалантарать. Вĕсем хăйсем те çакăн евĕрлĕ хăнăхтарусем тума хăтланса пăхаççĕ. Ĕçе аслисем каланинчен пуçлатпăр. Икĕ-виçĕ хут пĕрле каламалла, унтан тин пĕлмен ачаран ыйтмалла. Ача савăнсах тĕрĕс калама тăрăшать.

Пĕтĕмлетсе çапла калар: тăван чĕлхе пуянлăхне ача-пăча калаçу урлă, çынсем калаçнине итлесе, хăй пуплеме хăнăхнă май алла илсе пырать. Çавăнпа та ачасене калаçма, çынсемпе хутшăнма, хăйсен шухăш-кăмăлне палăртма кирлĕ условисем туса пани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен калаçăвĕ аталанасси хăйсен еккипе кăна пулса ан пытăр. Ăна аслисен йĕркелесе пымалла.

И. ТИХОНОВА,

Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти кĕçĕн классене вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика