07 сентября 2011 г.
Районти уголовлă ĕçсемпе тимлекен 24-мĕш инспекцинче çулталăк пуçланнă тĕлне 63 çын шутра пулнă. Отчетлă тапхăрта вара пирĕн пата тĕрлĕрен айăплавсемпе 83 çын хутшăннă. Саккун умĕнче йĕркене пăснăран суд йышăнăвĕпе тĕрлĕрен айăпланнисем пур: обязательнăй майпа ĕçлекенсем, ĕçлесе юсанакансем, условнăй майпа айăпланнисем.
Йĕрке хуралçисен аллине çакланнисем хушшинче хĕрарăмсем, çул çитмен ача амăшĕсем те пур. Çакă вара тата ытларах пăшăрхантарать. Акă, 1982 çулхи эрех серепине çакланнă çамрăк амăшĕ ют çыннăн укçине вăрланипе суд сакки çине ларнă. Яланах шавлă ушкăнсенче пулма кăмăллакан хĕрарăм хăйĕн çул çитмен хĕрне пăхас пирки аса та илмен. Юрать-ха вăл кукамăшĕн хÿтлĕхĕнче хăйне япăхах туйман. Район сучĕ ăна икĕ хутчен те тÿрленме, тăна кĕме май пачĕ. Юлашкинчен вара ĕçлесе юсанма колоние яма йышăнчĕ. Апла пулин те çамрăк хĕрарăм айăпа кĕнĕшĕн ÿкĕнни, тÿрленме тăрăшни сисĕнмерĕ.
Район центрĕнчи тепĕр çамрăк арçынна 6 уйăхлăха ĕçлесе юсанма акционерсен “Батыревское” уçă обществине янăччĕ. Çакскер виçĕ уйăх çеç ĕçлеме чăтăмлăх çитерчĕ, халĕ вара унта та кунта тарса çÿрет. Унăн материалне ирĕксĕрех суда яма тиврĕ.
Ку таранччен эпир хамăр инспекцинчен тĕрлĕрен сăлтавпа айăпланнă 88 çынна шутран кăларнă. Вĕсенчен 51-шĕ хăйсен срокĕ çитнипе, 18-шĕ вара судпа палăртнă вăхăчĕ çитичченех ирĕке тухнă. Çавăнпа та çакна палăртса хăварас килет. Инкек тени пуринпе те сиксе тухма пултарать.Çавăнпа та айăпа кĕнишĕн ÿкĕнме пĕлни, судпа палăртнă вăхăтра хăвна йĕркеллĕ, тирпейлĕ, ырă енчен кăтартни–тĕрĕс çул. Ун пеккисене саккун та хÿтĕлет.
А.Мурдакова,