10 сентября 2011 г.
Авăн уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулать. Çак кун республика ертÿçи районти ял хуçалăх производство кооперативĕсен, ял поселенийĕсен, шкулсен, суту-илÿ организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашать, район администрацийĕнче вырăнти активпа канашлу ирттерет.
Эсир хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене Чăваш Республикин Президентне пама пултаратăр. Вĕсене “Авангард” хаçат редакцине авăн уйăхĕн 12, 13, 14, 15-мĕшĕсенче 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен шăнкăравласа пĕлтермелле. Телефон номерĕсем: 6-14-49 тата 6-14-47.
Сирĕн ыйтăвăрсене Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев патне çитерĕпĕр.
Республика пуçлăхĕн хуравĕсем район хаçачĕн çывăх номерĕсенче пичетленĕç.