АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăк мăнаçлăхĕнче Патăрьелсен тÿпи те пур

10 сентября 2011 г.

Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта СССР летчик космонавтне, авиацин генерал-майорне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинне Андриян Григорьевич Николаева чысласа палăк уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, районти ветерансен канашĕн председателĕ И.Хитров хутшăннă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ветерансен канашĕ халăх вăйĕпе палăк лартма чĕнсе каланине чун-чĕререн ырласа йышăннă. Çак пархатарлă пуçарăва вырăнсенчи ветерансен канашĕн пуçламăш организацийĕсенчен уйрăмах Нăрваш Шăхаль, Патăрьел, Çĕньял ял поселенийĕсене палăртмалла. Уйрăм хастарсенчен Патăрьелĕнчи Н.Макашина вăрçă ветеранĕ, Софроновсен çемйи, Нăрваш Шăхалĕнчи Н.Аксаков, Н.Михайлов, Г.Григорьева, Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Г.Петрова чăн малтан ыттисемшĕн пуçарулăх кăтартнă, счет çине пиншер тенкĕ укçа куçарнă. Палăк мăнаçлăхĕнче Патăрьелсен тÿпи те пулни кăмăллă.

А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика