10 сентября 2011 г.
Çывăх кунсенче пирĕн районпа Улатăр районĕсене пĕрлештерсе тăракан пысăк пĕлтерĕшлĕ “Калинино–Патăрьел–Елчĕк–Аслă Чемен–Шăмăршă– Суйкăн–Алтышево” автоçул хута каймалла.
Асфальтлă çул 10,1 çухрăм тăсăлать. Пысăк объектăн генеральнăй подрядчикĕ– акционерсен “Чăвашавтодор” уçă обществи. Паянхи куна строительсем аслă çула икĕ районпа çыхăнтарнă, çул айккисене çирĕплетнĕ, ытти нумай ĕçсене туса пĕтернĕ. Анчах та çула йышăниччен хăш-пĕр пĕчĕк çитменлĕхсене пĕтермелли те пур. Виçĕм кун аслă çула йышăнакан комиссин пысăк ушкăнĕ çак объектра пулчĕ, малашне туса пĕтермелли çитменлĕхсене асăрхаттарса хăварчĕ. Комиссинче район администраци пуçлăхĕпе Н.Глуховпа пĕрле Чăваш Республикин строительство министерствин “Чăвашупрдор” управленийĕн генеральнăй директорĕ А.Атрахов , “Чăвашавтодор” АУОн генеральнăй директорăн çумĕ В.Разумов, çул-йĕр строительствипе çыхăннă ытти яваплă çынсем пулчĕç, çула пахалăхлă йышăнас ыйтусене сÿтсе яврĕç.
А.ЕГОРОВА.