АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăш сăмах калама манар мар...

10 сентября 2011 г.

Манăн алăра Патăрьелĕнчи “Çăл куç” реабилитаци центрĕнче упранакан çирĕм çулхи сĕнÿсемпе ăшă сăмахсен виçĕ томлă кĕнеки. Юбилей тĕлне вăл тата пушшех хулăмланнă. Çак вăхăт хушшинче кунта миçе пин çын сипленсе сывлăхне çирĕплетмен-ши; Сĕнÿ кĕнекине чи юлашкинчен çырăннă ултă çулхи пациенткăн сăмахĕ çак ырă та ăшă коллектив пирки ача чĕлхипе йăлтах ăнлантарса парать. Ăна Шупашкартан ятарласа сипленме килнĕ Катя Дмитриева çырать, юнашарах ÿкерчĕк те пур: “Хисеплĕ Дильбер Зардыновна тата ăна пулăшакансем. Сирĕн патăрта эпĕ уйăхĕ-уйăхĕпе сипленме хатĕр. Мана кунта питĕ килĕшрĕ. Ыраттарман уколĕнчен эпĕ пĕрре те хăрамарăм. Массажĕ те, электрофарезĕ те усăллă пулчĕç. Кукамай каланă тăрăх халĕ эпĕ çывăрнă чухне шăлсене шатăртаттармастăп. Сире пуриншĕн те тавтапуç. Кăçал 1-мĕш класа “5” паллăсемпе çеç вĕренсе пĕтерсен каллех сирĕн пата сипленме килĕп. Ÿссе çитсен вара эпĕ те Дильбер Зардыновна евĕр ăслă та маттур, питĕ ырă тухтăр пулăп...” Пĕрремĕш класс хĕр ачин чун-чĕререн тухнă сăмахĕ реабилитаци центрĕнче сывлăхне çирĕплетекен çĕршер çыннăн шухăшĕпе пĕр килет. Çĕнĕ сиплев корпусĕ пациентсене йышăнма пикенни 20 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ каçра та коллектив пирки нумай ăшă сăмах пулчĕ.

Çăл куç реабилитаци центрĕн историйĕ пуян. Ку таранччен вăл пĕр чăрмавсăрах çак шая çитнĕ тесе калаймăн. Дильбер Зардыновна коллективăн аталану çулĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕ. Чăн малтанах вăл техника юсакан предприятийĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ. Каярахпа анлăлатнă, 1991 çулта сиплеве агропромышленность комплексĕнче, бюджет сферинче тăрăшакансене, районти ытти халăха та явăçтарас тĕллевпе хушма корпус хута янă.

Коллектив 90-мĕш çулсенчи финанс йывăрлăхĕсене те ăнăçлах чăтса ирттернĕ. Каярахпа вĕсене профсоюзран социаллă страховани фончĕ çине куçарнă. Шăпах çавăн чухне республикăри организацисем çумĕнчи чылай санатори-профилактори хупăннă. Патăрьелсен те ят тухнă. Лицензи тутарнă хыççăн коллектив каллех сыхланса юлнă, малалла ĕçленĕ. Аталану çулĕнче йывăрлăхсем тата пулнă-ха. Вăхăтĕнче район пуçлăхĕнче ĕçленĕ В.Петров (йывăр тăпри çăмăл пултăр) “Çăл куç” ан “типтĕр” тесе чылай тăрăшнă. Виçĕ çул каяллахи йывăрлăха парăнтарма каллех район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов пулăшнă. Паян вара чăнах та çак коллектив ĕçĕпе, кунти сиплевпе пурте кăмăллă.

Профилактори ĕçченĕсене юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов саламларĕ, малашне те çын сывлăхне тĕреклетес тĕлĕшпе çĕнĕ меслетсене анлăн усă курма ырă сунчĕ, коллектива компьютер парнелерĕ, тивĕçлисене район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Юбилея хутшăннисенчен унччен СХТра директорта тăрăшнă, профилакторие уçакансенчен пĕри, техника наукисен кандидачĕ Л.Раськин, вăл вăхăтра АПК профсоюз работникĕсен председателĕ пулнă Н.Селиванов аса илĕвĕсем пуриншĕн те кăмăллă пулчĕç.

Юбилей каçĕнче ăш сăмах нумай каларĕç. Юлашкинчен пурте пĕр шухăш патне тухрĕç: профилактори 30, 40, 50... çулхи юбилейĕсене те кĕтсе илтĕр. Вăл паян халăха кирлех!

А.НИКОЛАЕВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика