АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Варалас марччĕ Улăха

14 сентября 2011 г.

“Куçăмсем умĕнче Аслă Улăх

Атăл евĕр сиксе ыткăнать.

Улăх! Улăх! Мĕн чул санăн пурлăх,

Мĕн чул ырлăх сана пăхăнать...”, тесе пуçланă Митта Ваçлейĕ “Улăхра” сăввине 1927 çулта. Çак сăмахсене ахальтен, сăмах илемĕшĕн кăна хайламан автор. Улăхăн илемлĕхне курса, мăнаçлăхне туйса, унăн пархатарлăхне кăтартса çырнине ăнланма пулать сăвва вуланă хыççăн. Çавна май урăхла сăмахсемпе пуçлама май та пулмарĕ чунăма ыраттаракан, ял халăхне пăшăрхантаракан материала çырма.

Аслă Арапуç (Первомайски) ялĕ пуçланса кайнăранпах Улăх ял халăхĕшĕн пурнăç, кун пуçламăшĕ тата малашлăхĕ шутланать, паян та çаплах. Сăмахран, çул çитнĕ яшсем хĕсмете кайма тухсан ял тулашне – Улăх пуçламăшне– пур тăванĕпе, тантăш-юлташĕпе пуçтарăнса кайса пил илсе тăван çĕр-шыва сыхлама сăмах парса çула тухнă. Мăшăрланакан çамрăк мăшăр та ашшĕ-амăшĕн килне пырса кĕриччен Улăха тухса пуç таять, пурнăçа килĕшÿпе пурăнса ирттерме тупа тăвать. Асăннă йăла-йĕрке паяна çитиех упранса юлнă.

Улăх çĕрĕ Аслă Арапуç халăхĕшĕн кунсерен вăй кÿркен пархатарлă таса вырăн та. Мĕне тăрать ирсерен ял кĕтĕвĕ Улăха тухса сарăлса кайса ирĕклĕн çăра курăка çисе çÿренине пăхса тăма. Ялтан тухсан ал лаппине çамка çине кăсăрукласа тытса пăхатăн та та Улăх тăрăх чупса каяс килет. Кунта ирĕксĕрех çак сăмахсем çырăнаççĕ:

“Утсан утмалăх пур-çке Улăх,

Ларса канмалăх пур вăрман.

Кунтах пиçет тыр-пулĕ тулăх,

Ку халăхăн: ку сан, ку ман.”

Çапла мар-и вара; Куçпа курма, хăлхапа илтме пĕлни кăна сахал, чунпа туйма та пĕлмелле. Пуçа татах сăвă йĕркисем кĕреççĕ:

“Кĕрлет-сĕрлет пыл хурчĕ сассипе

Пин-пин чечеклĕ Улăхри çаран,

Тăри юрриллĕ çумăр ташшипе

Ÿссе туртăннă кăвапа таран.

Çакă ырлăха, тăван тавралăха

Хамăрăн упрамалла.

Анчах та...”

Эпĕ шухăшлатăп-шухăшлатăп та çак ырлăх, тăван тавралăх пире кирлĕ мар пек хăтланатпăр пек туйăнать. Куçа уçса пăхар-ха, мĕн туса хутăмăр эпир çак ырлăхран –Улăхран; Тĕнче çÿп-çапне, хуçалăхра усă курма юрăхсăр ăпăр-тапăра тăкмалли вырăна (свалкăна) çавăртăмăр. Кĕленче ванчăкĕсем, тимĕр-тăмăр йĕри-тавра сапаланса выртаççĕ. Ятарлă вырăна картапа çавăрнă-ха, анчах унта кĕрейместĕн – путлăх. Ĕнесене ирхине чиперех кĕтĕве кăларса яратпăр, каçпана уксахласа е мĕн те пулин ыраттарса таврăнаççĕ.

Асаттесем çăпатапа сăхман тăхăннă вăхăтра тавралăха çапла çăрманах. Эпир халь чаплă тумсемпе, машинăсемпе çÿретпĕр пулсан та вĕсен çĕтĕк çăпати пуçне те тăраймастпăр. Паянхи кунпа анчах пурăнатпăр мар-и; Асаттесен кун-çул хĕлхемĕ сÿннĕ-шим пирĕн чĕресенче, вĕсем хăварнă пил ÿксе çухалнă-шим çĕр çине;

Я.СТЕПАНОВ.

Первомайски.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика