АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисенчен те вăйлисем çĕнтерчĕç

14 сентября 2011 г.

Авăнăн 10-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи “Паттăр” стадионта йăлана кĕнĕ “Авангард”, “Советская Чувашия” хаçатсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета иртрĕ.  Çут çанталăкăн начар çанталăкĕ çуккине çак кун Патăрьел район спортсменĕсем тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Кунĕпе тенĕ пекех çăвакан çумăр та вĕсене хăратаймарĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, “Авангард” хаçатăн тĕп редакторĕн тивĕ-çĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан А.Козлов, Шупашкарти “Букет Чувашии” сăра вĕретекен фирма представителĕ С. Артомонов, ачасемпе çамрăксен “Паттăр” спорт шкулĕн директорĕ А.Краснов тата ыттисем те саламларĕç, ăнăçупа çĕнтерÿ сунчĕç. Эстафетăна ача садне çÿрекенсем пуçларĕç. Ăмăртăва пăхса тăма питĕ интереслĕ пулчĕ. Ачасене воспитательсем юнашар чупса хавхалантарса пычĕç. Упа сурчăкĕ пек çумăр пĕрĕхсе тăрсан та çитĕнекен ăру нăйкăшни сисĕнмерĕ, кашни мала тухассишĕн ăнтăлчĕ. Чи лайăх кăтарту Сăкăтри “Çăл куç” ача садне çÿрекенсем кăтартрĕç. Иккĕмĕш вырăна Анат Тăрмăшĕнчи шкул-сада, виççĕмĕшне Татмăшри шкул-сада каякансем йышăнчĕç.

Ачасем хыççăн старта хĕрарăмсен ушкăнĕ тăчĕ. Кунта Упамсари шкул-садра ĕçлекенсем палăрчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсем – иккĕмĕш, Сăкăтри “Çăл куç” ача сачĕн воспитателĕсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

Пĕлтĕр çемьесем хушшинче пилĕк команда ăмăртнă пулсан, кăçал иккĕ çеç: Ишлĕри Красновсемпе Патăрьелĕнчи Ситовсем. Старта малтан çемье пуçлăхĕсем тăчĕç, вĕсенчен эстафета патаккине амăшĕсем илчĕç. Финиша вара ачасем чупса çитрĕç. Ситовсем ăнăçлă ăмăртма пуçларĕç пулин те Красновсем малти вырăна çĕнсе илчĕç. Ку нимех те мар, тепĕр çул вĕсен пĕрремĕш тухас шанчăк пысăк.

Ветерансем ултă команда тăратнă. Нăрваш Шăхалĕнчи шкулта ĕçлекенсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Вĕсенчен кăшт çеç каярах юлса Туçасем çитрĕç. Виççĕмĕшне Пăлапуç Пашьелсемпе Первомайскисем йышăнчĕç.

Тĕп тата вăтам шкулсенчи педагогсен коллективĕсем хушшинче те ăмăрту питĕ çивĕч иртрĕ. Ачасем хăйсен вĕрентекенĕсене май пур таран кăшкăрса та шăхăрса хавхалантарчĕç. Анчах та Первомайскинчи вăтам шкул педагогĕсене çитекенни пулмарĕ. Ыхра Çырмипе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсем те призлă вырăна тухрĕç.

Ял поселенийсем те эстафетăра хăйсен вăйĕсене виçрĕç. Ăмăртăва 19 поселенинчен пиллĕкĕшĕ команда тăратман. Хăш команда çĕнтерÿçĕ пуласси пĕрремĕш çаврăм хыççăнах паллă пулчĕ: Туçасем мала тухрĕç. Ахальтен-им кунти спортсменсем пирки: “Пăлан пекех хăвăрт чупаççĕ”, – терĕ “чирлекенсенчен” пĕри. Иккĕмĕш вырăна вара Первомайскисем никама та памарĕç, Нăрваш Шăхальсем виççĕмĕш тухрĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче вĕренекенсем (кунта вăтам шкулсем те командăсем тăратнă) хăйсен ăсталăхне туллин кăтартма тăрăшрĕç. Ачасем кÿленчĕксене, çумăрпа йĕпеннине пăхмасăр малалла ыткăнчĕç. Каярах юлнисене кăшт пулăшас тĕллевпе хавхалантаракансем те нумайăн пулчĕç. Анчах спортра вăйлисенчен вăйлисем çĕнтереççĕ. Кунта мала Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи, Первомайскинчи вăтам шкулсен командисем тухрĕç.

Районти 6 предприятипе организаци “Авангард”, “Советская Чувашия” хаçатсен тата район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисемшĕн иртекен эстафетăна хаваспах хутшăнчĕç. Командăсен чысне 5 ар-çынпа 5 хĕрарăм хÿтĕлерĕç. Турханти психоневрологи интернатĕнче хÿтлĕх тупнисем те çакăнтах хăйсен вăйне кăтартрĕç. Сывлăх енчен хавшакраххисене ыттисенчен те ытларах палăртса хăварас килет, вĕсем финиша иккĕмĕш çитрĕç. Тĕлĕнмелле çăмăл та хăвăрт чупаççĕ! Пĕрремĕш вырăна ачасемпе çамрăксен “Паттăр” спорт шкулĕн ĕçченĕсем йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăна Патăрьел район администрацийĕпе “Раççей ял хуçалăх банкĕ” АУОн Патăрьелĕнчи хушма офи-сĕнче ĕçлекенсем пайларĕç.

Ăмăртăва вăтам шкулсем вĕçлерĕç. Ачасене, вĕсен тренерĕсене, физкультура учителĕсене мухтамалăх пур. Районта республика, Раççей шайĕнче хÿтĕлеме пултаракан спортсменсем çитĕнеççĕ. Аслă классем хушшинче иртекен ăмăрту пуринчен те хĕрÿрех те интереслĕрех пулчĕ. 17 команда хушшинче Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекенсем чи маттурри пулчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Аслă Чементи вăтам шкулсенче вĕренекенсен те кăтартăвĕсем лайăх.

Çĕнтерÿçĕсем парнесемпе грамотăсем илме тивĕçрĕç.

О.ПАВЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика